28 августа 2010 г.
«Этем тени ĕçпе паха»,— каланă ĕлĕк-авал ваттисем. Кашни çыннăн хăйне килĕшекен професси тупма тăрăшмалла. Кун пек пулсан ĕç савăнăç кÿрет. Татах та малалла аталанас кăмăл çуралать. Ахальтен мар ĕнтĕ ачасенчен: «Ÿссен эсĕ кам пуласшăн»— тесе ыйтаççĕ. Тĕнчере вара мĕн чухлĕ професси! Пурте питĕ кирлĕ, хисеплĕ. Хăш-пĕр ачасем космонавт пулма ĕмĕтленеççĕ, теприсем — вĕрентекен, виççĕмĕшĕсем — тухтăр. Н.В.Земскова вара бухгалтер ĕçне алла илме шухăшланă. «Питĕ хисеплĕ професси пек туйăнатчĕ. Атте те час-часах колхозри бухгалтерсем çинчен ырă та ăшă сăмахсем калатчĕ»,— тет вăл калаçăва пуçласа.
Нина Витальевна 1954 çулта Вăрманхĕррри Чурачăк ялĕнче çуралнă. Çемьере вĕсем 8 пĕр тăван. Нина Витальевна иккĕмĕш пулнă. Вĕсене пурне те мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарнă. «Анне ялан колхозра икшер пай илетчĕ. «Хăвăрах пулать»,— тетчĕ. Чăн та, çав вăхăтра кĕнекесемпе вĕренÿ хатĕрĕсене илме укçа кирлĕччĕ. Аннене хирĕç пĕр сăмах та каламан. Ĕçе яланах тухнă»,— терĕ Нина Витальевна . Пĕлÿ пухма ялти шкулта пуçланă. Ун чухне вăл 8 класлă пулнă. Çавăнпа малалла вĕренес шухăшлă хĕрĕн Аслă Чурачăк вăтам шкулне çÿреме тивнĕ.
«Манăн анне хăй вăхăтĕнче бухгалтера вĕреннĕ. Анчах тĕрлĕрен сăлтава пула килĕшекен профессие алла илеймен. Çавăнпа ĕнтĕ мана вăл бухгалтера вĕренме ячĕ. Анне ун чухне çине тăмасан, паянхи кун эпĕ кам пулма пултарнине калаймастăп та. Мĕнле профессине суйласа илĕттĕм-ши; Унăн сăмахне итленишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп»,— аса илет Нина Витальевна. Алла аттестат илнĕ хыççăн унăн çулĕ Шупашкарти кооператив техникумне пырать. Унта вĕренме кĕрет. Студент вăхăчĕ питĕ интереслĕ. Савăнăç та, хуйхи-суйхи те чылай. Техникумра вĕреннĕ вăхăтра Нина Витальевнăна производство практикине Комсомольски райповне яраççĕ. Александра Васильевна Левина тĕп бухгалтер унăн ертÿçи пулать. Вăл çамрăк хĕрĕн тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне палăртать. Çавăнпа хăй çырса пыракан «Тĕп кĕнекепе» ĕçлеме шанать. Çак вăхăтра вĕсем патне техникумран тĕрĕслесе çÿрекен комисси çитет. Практикăна янă студентсем мĕнле ĕçлеççĕ-ши; Нина Витальевнăн класс ертÿçи Тамара Викторовна та килнĕ. Студентка аллинчи «Тĕп кĕнекене» курсан пĕр сăмахсăрах практикăшăн «пиллĕк» паллă лартса парать.
«Суту-илÿ сферинче практика тухнă пулсан та, яланах колхоз бухгалтерĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Пĕррехинче хамăн шухăша хĕрсене каласа патăм. Вĕсем вара ман сăмахсене Тамара Викторовна патне çитернĕ. «Пурте суту-илĕве каясшăн, эсĕ ял хуçалăхĕнче мĕн тупнă»— терĕ вăл мана»,— каласа парать Нина Витальевна. Техникум хыççăн вăл Комсомольскинче обществăлла апатлану сферинче бухгалтерта ĕçлеме тытăнать. «Ун чухне килнĕ çамрăк специалистсене пурне те ĕçе илчĕç. Эпир вара сахаллăн марччĕ. Никама та вырăнсăр хăвармарĕç»,— малалла тăсать аса илÿ çăмхине Нина Витальевна. Анчах колхоз бухгалтерĕ пулас ĕмĕт ниçта та çухалмасть.
1975—1978 çулсенче Нина Витальевна Комсомольскинчех вăй хурать. «Унта ĕçлеме питĕ интереслĕччĕ, пĕтĕм çамрăк пухăннă-çке»,— тет вăл. Кайран вара çамрăк хĕрĕн чи пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланать. Вăл 1978 çулта «Восток» колхозра ĕçлеме тытăнать. Ĕмĕтленме пĕлекенĕн çăлтăрĕ çутă çав.
Çак вырăнта Нина Витальевна паянхи кун та вăй хурать. Вăл 32 çул хушши, çанталăка пăхмасăр, ĕçе утать. «Бухгалтерсен вутлă çумăрта та ĕçе килмелле»,— калатчĕ Валерий Геннадьевич»,— «Восток» ЯХПК председателĕн сăмахĕсене аса илсе пачĕ вăл.
1978 çулхи кăрлач уйăхĕнче Нина Витальевнăпа Иван Николаевич çемье çавăраççĕ. Мăшăр 4 ача пăхса ÿстерет. Ывăлĕ Гена строителе вĕренме кĕнĕ, хĕрĕ Лариса вара амăшĕн çулĕпе кайма шутланă. Йĕкĕрешсенчен пĕри, Марина, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă, Ирина Шупашкарти медицина колледжне пĕтернĕ. Вĕсен ачисем маттур та пултаруллă. Амăшĕпе ашшĕне савăнтарса çеç тăраç-çĕ. Нина Витальевна юрлама юратать. Вăл Акатуя та хутшăнать. Юрă-кĕвĕ патне туртăм мĕншĕн çуралнă-ши; «Манăн асанне такмаксем калама юрататчĕ. Ăçтан пĕлнĕ-ши çавăн чухлĕ куплет; Вăл вăш-ваш такмак çавăрса хума пултаратчĕ»,— хурав пачĕ Нина аппа. Халĕ Нина Витальевна «Восток» ЯХПК ра тĕп бухгалтер çу-мĕнче ĕçлет. Тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне кура ăна Хисеп грамотисем, Раççей Ял хуçалăх министерствин Тав хутне парса чысланă. «Çак професси питĕ кăткăс. Йăлтах вăхăтра туса пымалла. Цифрăсем шÿтленине юратмаççĕ. Вĕсемпе асăрхануллă ĕçлемелле. Бухгалтерсем çинчен пĕр анекдот пур. «Пĕр бухгалтер шутласа ларать те. Унăн 1000 вырăнне 999 тенкĕ те 99 пус тухать. Таçта йăнăш пулнипе бухгалтер çакăнса вилет тет». Анекдочĕ усал, анчах çак профессире ĕçе тĕплĕн, тăрăшса тумаллине чăн кăтартать. Эпĕ хам та цифрăсемпе ĕçлеме юрататăп. Кашни çухалнă пуса шыраса тупиччен ларатăп. Ман шутпа, бухгалтерăн питĕ кирлĕ ĕç. Эпир тунă ĕçе пурте курмаççĕ. Компьютерсем пурри пирĕн пурнăçа çăмăллатса янă тесе шутлаççĕ. Çакăн пек шухăшлакан çынсем йăнăшаççĕ. Бухгалтерăн ялан яваплă пулмалла»,— терĕ хăйĕн ĕçне чунтан юратакан хĕрарăм.
Источник: "Каçал Ен"