25 августа 2010 г.
«Пурнăçра пин пăрăнăç»,— теççĕ. Тĕрĕсех пулĕ. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче мĕн кăна чăтса ирттермест-ши çын! Хура-шурă йĕрсен черетленĕвĕнче савăнăçĕ те, хурлăхĕ те чылай. Кашни çын ытлă-çитлĕ кун-çул, телейлĕ ăраскал пирки ĕмĕтленет. Çапах та, ман шутпа, çăмăл пурнăç этеме пăсать çеç. Мĕн кирли йăлтах пулсан, çул çинче йывăрлăхсем курмасан пурнăç илемĕ çухалать, çын хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн тăрăшмасть, малалла ăнтăлмасть. Тĕллевсĕр пурнăç — пурнăç-ши; Ăнтăлусăр çын телейлĕ-ши? Çук. Тĕллевсĕрлĕх — çын ĕмĕрĕнчи чи хăрушă пулăм. Ку вăл çитменлĕх мар, чунри йывăр суран. Чылайăшĕ вара суранĕсене эрех-сăрапа «сиплет». Сиенлĕ шĕвек вĕсемшĕн кулленхи киленÿ пулса тăрать. Эрех авăрне путнисемшĕн ачи-пăчи выçă пулни темех мар. Ара, тĕнче ырă çынсемсĕр мар-çке. Ыйткалакан шăпăрлана шеллекенсем тупăнаççех. «Сунар» ăнăçлă иртсен вара пыр тĕпне йĕпетмелĕх те çитет, укçа тупас йывăрлăх çук. «Юратнă» пепке те тутă, иртенпе кашлакан пуç та лăпланать. Паян лайăх, ыранччен пурăнмалла-ха. Шкула кашни кун çывăрса тăранмасăр, кивĕ тум-тирпе утакан мĕскĕн ачаран çынсем тахçанах тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ. Çавăнпах-ши, тен, хирĕç пулсан ыйтмасăрах алла темиçе тенкĕ тыттаракан та тупăнать. «Çăкăр туянма çитĕ-ха, анчах «çуттине» илмесен каллех килте лектереççĕ. Çавăнпа та паянлăха хырăм выççине чăтма тивĕ. Темех мар. Тен, лайăх та вăл, ÿт-пÿ сÿлетсе ыратнине тÿсме чылай йывăртарах-çке»,— шутлать мĕскĕн...
Хура-шурă йĕрсен черетленĕвĕ... Анчах темшĕн хури шурринчен самай вăрăмрах пек туйăнать. Çак шăпăрлан ÿссе çитиччен ăнăçăвĕн черечĕ çитĕ-ши; Çиттĕрччĕ. Çиçтĕрччĕ уншăн та сар хĕвел. Ашшĕ-амăшĕ суйланă синкерлĕ çулран вара Турă сыхлатăрах ăна...
Источник: "Каçал Ен"