АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мăкăнь» операцие пĕтĕмлетнĕ

25 августа 2010 г.

Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, «Мăкăнь» операцин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 31-мĕшĕччен шыраса илнĕ «пурлăх» виçине палăртма вăхăт: 9,5 килограмм мăкăнь улăмĕ, 8,9 килограмм марихуана. Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче наркотик шыраса илнĕ тĕслĕхсем пулман. Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем çак пулăма районсенче çиелтен ĕçленипе çыхăнтараççĕ. Çав вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкарта, Канаш, Улатăр районĕсенче çанă тавăрса тăрăшни сисĕнет. Унта «Мăкăнь» операцин пĕрремĕш тапхăрĕнче çеç саккуна пăснă вун-вун тĕслĕхе тупса çирĕплетнĕ. Наркополицейскисем çу, çĕртме, утă уйăхĕсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе, шырав ĕçĕ еплерех йĕркеленнипе паллаштарчĕç.

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче К.-на тытса чарнă. Хăйпе пĕрле унăн 1003,8 грамм марихуана пулнă. Ун тĕлĕшпе РФ УКн 2-мĕш пайĕн 228 статйипе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă. Мăкăньпе услам тăвакан Я.-н пуш уйăхĕнчен пуçласа çу вĕçĕчченех хваттерĕнче наркомансене опий туса илме ирĕк панăшăн уголовнăй майпа явап тытма тивĕ. Утă уйăхĕнче притон тытса тăракан К. хваттерĕнче 86 грамм мăкăнь улăмĕ тупнă. Ăна тÿрех арестленĕ.

Хĕрарăмсем çăмăл майпа укçа тăвас тĕллевпе наркотиксемпе туслашнă. Вĕсенчен пĕрин 2,5859 грамм героиншăн явап тытма тивĕ. Г. çак наркăмăша хваттерте упранипе çеç çырлахман, юлташĕсене киленме вырăн туса панă. Тепĕр хĕрарăм та саккун умĕнче таса мар. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче ВАЗ-2105 автомашинăра ларнă çĕртех С. гражданина чарнă. Унпа юнашар пĕчĕк хура сумка выртнă. 406,8 грамм мăкăнь улăмĕ водитель тусĕн пулни паллă.

Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче наркополицейскисем «Монолитстрой» тулли мар яваплă общество çывăхĕнче кантăр ÿснине асăрханă. 48 тĕме куç пек упраса ÿстернĕ Г. ĕçĕ харама кайнă — вĕсене йăлтах тĕп тунă.

Наркополицейскисем ял, район, хула çывăхĕнче пурăнакансене мăкăнь, кантăр йышши культурăсенчен асăрханмаллине тепĕр хутчен аса илтереççĕ, унсăрăн административлă майпа явап тытма тивĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика