АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмасть юратнă учитель

25 августа 2010 г.

Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта ачасене çирĕп пĕлÿ парас тесе тăрăшакан хастар учительсем сахал мар пулнă. Вĕсенчен пĕри — Клавдия Петровна Абукина. Нимĕç чĕлхине вĕрентетчĕ вăл. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе нумай ĕçлетчĕ. Вăл ирттерекен уроксем питĕ интереслĕччĕ. Уроксенче кĕнекесĕр пуçне пластинкăсемпе усă куратчĕ. Ачасем нимĕç сăмахĕсене тĕрĕс çавăрттарса калама хăнăхчăр тесе тăрăшатчĕ.

Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çул пуçламăшĕнчисем, нимĕç чĕлхи предметне 5-мĕш класра вĕренме тытăнтăмăр. Пĕрре-мĕш сас паллисем, сăмахсем, предложенисем, сăвăсем калама вĕренни халĕ те асрах. 8-мĕш класс пĕтернĕ çĕре нимĕç чĕлхин грамматикине аванах пĕлсе çитрĕмĕр.

Клавдия Петровна ăшă кăмăллă, анлă тавракурăмлă, ăслă пулнипе-ши, нимĕç чĕлхи урокне питĕ килĕштереттĕмĕрччĕ. Ачасенчен вăл çирĕп ыйтатчĕ, киле панă ĕçсене тĕплĕн тĕрĕслетчĕ.

8-мĕш класс пĕтерсен, Комсомольски вăтам шкулĕнче вĕренме пуçларăмăр. Ялта тарăн пĕлÿ илни 9—10-мĕш классенче вĕренме пысăк пулăшу панă. Кĕнеке çинчен нимĕçле текстсене куçарусем хамăр тĕллĕнех тăваттăмăр. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне нимĕç чĕлхипе тухса тăракан хаçат-журналсенчи пысăк статьясене словарьпе усă курса çăмăллăнах куçарнă. Çакă вăл пĕтĕмпех пирĕн юратнă учителĕмĕрĕн, Клавдия Петровна Абукинăн, тÿпи.

Клавдия Петровна халь тивĕçлĕ канура. Вăл Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1956 çулта чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1956—1958 çулсенче Урмаелĕнчи вăтам шкулта нимĕç чĕлхи учителĕнче ĕçленĕ. 1958 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕнче завуч ĕçĕнче тăрăшнă, нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Обществăлла ĕçре хастар пулнă. Ял халăхĕ хушшинче тĕнчери лару-тăру çинчен лекцисем, политинформаци кунĕсем час-часах ирттернĕ. Халь те вăл тĕнчери хыпарсемпе хаçат-журналсем урлă паллашсах тăрать.

Правительство Клавдия Петровнăн пархатарлă ĕçне тивĕçе хурса хакланă. 1977 çулта ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Медальсем, республика, район шайĕнчи Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем темĕн чухлех. Клавдия Петровна Абукина сăн ÿкерчĕкĕ çулсеренех районти Хисеп хăми çинче пулнă. Ял хушшинче хисеплĕ çын. Мăшăрĕпе, Александр Никифоровичпа, 2 ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ачисене, Владимирпа Виктора, ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, вĕрентсе кăларнă.

Владимир Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, çемйипе Шупашкар хулинче тĕпленсе пурăнать. Виктор Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăс пухнă. Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче халăх музыкăпа эстрада студине ертсе пырать. Çемйипе район центрĕнче пурăнать. Ачисем амăшĕ патне кайсах тăраççĕ, пулăшаççĕ.

Клавдия Петровна августăн 24-мĕшĕнче сумлă юбилейне паллă турĕ. Эпир, унăн вĕренекенĕсем, юратнă учителе юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика