АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула кайма укçа самаях кирлĕ

25 августа 2010 г.

Урамра ăшă çанталăк тăрать пулин те кĕркунне çывхарни туйăнать. Ирхине самаях сивĕ. Кÿлĕри шыв та хăйĕн патне урăх илĕртмест. Уй-хирсем пушанса юлчĕç. Çут çанталăкри улшăнусемсĕр пуçне календарь те кĕр кунĕсем çитнине пĕр суймасăр кăтартать. Часах, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, ачасем аллисене чечек çыххи тытса шкула çул тытĕç. Ян каякан шăнкăрав сасси çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине пурне те пĕлтерĕ. Анчах çак кун пулас вăхăтра çеç-ха... Халĕ вара ачисемпе ашшĕ-амăшĕсем шкула каймалли япаласене туянма васкаççĕ. Юратнă пепкене мĕн кирлине йăлтах илсе памалла-çке!

Паянхи кун ачана шкула ярас тесен енчĕк тулли пулмалла. Суту-илÿ çурчĕсене кĕрсе хаксемпе паллашрăм. Вĕренÿ таварĕсем йÿнĕлĕхпе ытлах савăнтармаççĕ. Шутласа пăхар-ха: пĕрремĕш класа каякан ачан рюкзакне тултарма миçе тенкĕ каять? Чи малтанах вĕренекене мĕн-мĕн кирлĕ? Рюкзак, дневник, тетрадь, ручка, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ, сăрă, ÿкермелли альбом, пластилин, фломастерсем тата ытти те. Тĕрлĕрен лавккара нумай вăхăт пăхса çÿренĕ хыççăн канцеляри таварĕсен хакĕсене танлаштартăм. Вĕсем кăштах та пулин уйрăлса тăраççĕ. Результатсем тĕрĕс пулччăр тесе пĕр пек япаласене çеç сăнарăм: 18 листаллă тетрадь, 9 тĕслĕ гуашь сăрă. Алла калькулятор тытса шутлама пуçларăм. Калькулятор çинче 1430 тенкĕлĕх пуçтарăнчĕ. Кунта каласа хăвармалла ĕнтĕ: кашни вĕренÿ хатĕрне пĕршер çеç илнĕ. Анчах вĕсем çулталăк хушшинче самаях пĕтеççĕ. Çĕнĕ тетрадьсем, ручкăсем, кăранташсем те кирлĕ пулаççĕ. Пĕррепе çеç çырлахаймастăн. Тумтир, атă-пушмак туянма та самаях укçа-тенкĕ кирлĕ-çке тата.

Ачасене ăс парас тесен тăкакланмах тивет. Кашни çул хаксем ÿссе те ÿссе пыраççĕ. Вунпĕрмĕш класа çитнĕ çĕре мĕнле пулĕç-ши? Пирĕн çĕр-шывра пĕлÿ тÿлевсĕр пулин те, шкула кайма укçа-тенкĕ самаях кирлĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика