25 августа 2010 г.
Телевиденипе те, радиопа та, хаçат-журналта та тăтăшах пушарсем пирки калаççĕ. Çанталăк шăрăх та типĕ тăнине пула вут-çулăм тухас хăрушлăх питĕ пысăк. Типĕ курăк çине сÿнтермесĕр пăрахнă пирус тĕпĕ е шăрпăк пĕрчи те пысăк инкек кăларса тăратать. Кăнтăрлахи вăхăтра кăвайт чĕртни çеç мар, мунча хутса ăна асăрхамасăр хăварни те пушар патне илсе пыма пултарать.
Тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр пулин те, «хĕрлĕ автан» алхасать-ха. Пушарсен сăлтавĕн 99 проценчĕ çынсен тимсĕрлĕхĕнчен килет тесе каласшăн. Ку пирĕнпе пулмасть-ха тесе ансат хăрушсăрлăх правилисене те пăхăнмастпăр. Инкек вара куçа курăнса килмест.
Юлашки вăхăтра çеç Çĕнĕ Мăрат ялĕнче, Йăлмахвара 2-шер çурт (теприне тивсе илнĕ) çунса кайрĕ. Урмаелĕнчи 1 хуçалăхра пушар тухрĕ. Хырай Ĕнелĕнчи 1 гектар
çинчи посадка вут-çулăмпа пĕтрĕ. Ун пек тĕслĕхсем республикипе, Раççейпе илсен çĕршер-пиншер. Мĕн чухлĕ пурлăх кĕлленнине шутласан çÿç-пуç вирелле тăрать. Ячĕшĕн çумăр тумламĕсем ÿккелесе тăраççĕ пулин те, пушар хăрушлăхĕ пысăк-ха. Вут-кăвар тухасран кулленех тимлĕ пулăр.
Халĕ ăшă çанталăк тăрать, сисмĕпĕр те, сивĕ хĕл кунĕсем çитĕç. Унччен кăмакасене, ăшă паракан ытти хатĕр-хĕтĕре, газ оборудованийсене, электропроводсене пăхса, тĕрĕслесе ярăр. Кăлтăксем асăрхасан халех юсăр. Кайран «чавса çывăх та çыртма çук», текен каларăш патне пырса ан лекĕр.
Источник: "Каçал Ен"