21 августа 2010 г.
Нумаях пулмасть районти право сыхлавĕн органĕсенче ĕçлекенсен координациллĕ канашлăвĕ пулса иртрĕ. Унта тĕпрен илсен коррупципе тата должноçпа çыхăннă преступленисем пирки сăмах пычĕ.
Ун ĕçне район прокурорĕн ĕçне туса пыракан Е.В. Илларионов, Чăваш Республикин прокуратурин коррупци енĕпе йышăннă саккунсене пурнăçлассипе ĕçлекен уйрăмăн прокурорĕ В.А.Михайлов, районти шалти ĕçсен пайĕн криминаллă милици начальникĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан А.Г.Ефремов хутшăнчĕç. Çавăн пекех унта РФ прокуратури çумĕнчи Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви управленийĕн следстви комитечĕн ертÿçин пулăшаканĕ В.Ю.Егоров тата яваплă ытти çынсем пулчĕç.
Канашлура А.Г.Ефремовăн, В.Ю.Егоровăн, И.Р.Субханкуловăн отчечĕсене итлерĕç. Саккунпа çирĕплетнĕ право йĕркисене пăхăнман, вĕсене сĕмсĕррĕн пăснă граждансене çирĕп явап тыттарас енĕпе тăрăшуллăрах ĕçлемеллине палăртрĕç. Çак тĕлĕшпе яваплă çынсене çине тăрса ĕçлеме хушрĕç.
Источник: "Каçал Ен"