21 августа 2010 г.
(Çулçÿрев хыççăнхи аса илÿсем)
Нумаях пулмасть районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ Турци çĕр-шывĕнче пулса концертсем кăтартни пирки çырса панăччĕ ĕнтĕ. Ансамбль членĕсем çав кунсене паянхи кун та манаймаççĕ. Вĕсен аса илĕвĕсемпе паллашар-ха.
Тăван вырăнтан инçетерех кайсан лайăххине те, начаррине те куратăн. Кайран та вĕсене аса илсе пурăнатăн. Юлашки 5—6 çулта «Каçал» фольклор ансамблĕпе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пултăмăр. Тĕлĕнмелли нумай куртăмăр. Илемлĕ, чуна тыткăнлакан вырăнсем пур пирĕн Раççейре.
Турци çĕр-шывĕнче пулни ансамбле çÿрекенсен асĕнчен часах тухмастех. Самолетпа темиçе хутчен вĕçнĕ пулин те, ун çинче малтанлăха шиклĕх те туйрăмăр. Тăтăшах унта та кунта аварисем пирки калаçнипе пулчĕ вăл. Чипер стюардессăсем чаплă пăхни кĕçех пирĕн кăмăла улăштарчĕ. Сервис питĕ пысăк шайра.
Турцине вĕçсе çитсенех пире Стамбулта кĕтсе илчĕç. Автобуспа Ялова хулине илсе çитерчĕç. Стамбул Хура тинĕс хĕррипе 100 километра та тăсăлать, сехет çурă кайрăмăр. Кайран паромпа Мрамор тинĕсĕ урлă каçрăмăр. Малтанхи кун, тен, хамăр ывăннипех пулĕ, хулисем килĕшсех каймарĕç. Пĕр евĕрлĕ çуртсем, çÿллĕ йывăçсене асăрхамарăмăр, йĕри-тавра туллă-сăртлă вырăнсем çеç. Нумай хутлă çуртсем те пур ĕнтĕ. Автобусран ансан урăхла ÿкерчĕксем курăнчĕç. Урамсене, картишсене пĕтĕмпех керамика плитисем сарнă. Шыв юххисене те питĕ меллĕ тунă. Пĕр пĕчĕк лаптăк та пушă выртмасть. Пур çĕрте те чечексем, тĕмĕсем. Пире питĕ лайăх пăхрĕç. Пурăнма пĕтĕм условисем пулчĕç. Тутлă шурă çăкăр шăрши, уйран-турăх тата ытти апат-çимĕç тути халĕ те манăçмасть.
30 градуслă шăрăх тăнăран тинĕсре шыва кĕрсе савăнтăмăр. Каç сулхăнĕнче, 10 сехетсем хыççăн, концертсем пама каяттăмăр. Ялова хулинче çеç мар, тата ыттисенче те хамăрпултарулăха кăтартнă. Пур çĕрте те «Каçал» ушкăна хапăл туса йышăннинчен тĕлĕнтĕмĕр. Кучченеçсем парса яратчĕç, тулли сĕтелпе хăналатчĕç. Пирĕн хăйне евĕрлĕ тумтир туркă çыннисене тыткăнларĕ. Юрăсемпе ташăсене «Чувашстан, браво!» тесе йышăнчĕç. Çĕр каçма çур çĕр иртсе 1—2 сехетсенче çеç таврăнаттăмăр.
Пĕр каçхине ту çинчи уçă ресторана илсе кайрĕç. Эпир ун пеккинче пулса та курман. Тĕлĕнмелли — туркă çамрăкĕсем карталанса темиçе тĕрлĕ ташлани. Вĕсем пурте илемлĕ, çынсен чунне тыткăнламаллисем.
Хĕрарăмсем ытларах суту-илÿре тăрăшаççĕ пулмала. Ар çынсем вара хăйнеевĕр ĕçсенче вăй хураççĕ. Магазинсене кĕрсен сутуçăсем питĕ тарават. Тенкел лартса параççĕ, чей е сок та сĕнеççĕ. Кафе-ресторансенче те, уçă вырăнта та унти халăх чей, кофе, сок çеç ĕçсе ларать. Эрех-сăра черккине тытнисене курмарăмăр. Ÿсĕр çынсем те пирĕн куç тĕлне пулмарĕç. Раççейрен пыракан туристсем çеç йÿççине ытла юратаççĕ.
Пасарсенче те, магазинсенче те таварсем Раççейринчен чылай йÿнĕрех. Çавăнпах пулĕ пирĕн тăрăхри сутуçăсем япаласене унтан илсе килсе 3 хут ÿстерсе сутаççĕ.
Питĕ кăмăллă таврăнтăмăр. Уншăн пирĕн çул çÿреве йĕркелеме пулăшнă пур çынна та коллектив тав тăвать.
Источник: "Каçал Ен"