АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ тĕслĕ ялавăн кун-çулĕ

21 августа 2010 г.

Кашни çĕр-шывăн хăйĕн символĕсем пур. Вĕсен шутне ялав, герб тата гимн кĕреççĕ. Çак символсене курсан е илтсен çынсен чĕрисенче тĕрлĕрен туйăм çуралать: юрату, хисеплени, мăнаçлăх, патриотлăх. Паян вара тĕплĕнрех Раççей ялавĕ çинчен çырса пĕлтерес килет. Мĕншĕн; Часах унăн уявĕ çитет. Кашни çул çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ.

Çĕр-шывăн символĕн кун-çулĕ питĕ вăрăм та кăткăс. Пĕрремĕш хут виçĕ тĕслĕ ялава Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче (1645—1676) усă курнă. Ăна «Орел» карап çине вырнаçтарнă. Анчах унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Карап Астрахань хулине Атăл тăрăх çитнĕ те унта вăл Степан Разин ушкăнĕнчи çынсен аллине лекнĕ. Вĕсем ăна пĕр шеллемесĕр çунтарса янă. Çакна пула вара шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялавăн саккунлă ашшĕ тесе историксем Пĕрремĕш Петĕр патшана палăртаççĕ. Вăл 1705 çулта кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Указ кăларать. Ун тăрăх «тĕрлĕрен суту-илÿ карапĕ çинче» виçĕ тĕслĕ ялав вĕлкĕшмелле.

I Петĕр хăйех тĕссене суйланă. Вĕсем ăçта, мĕнле вырнаçмаллине палăртнă. Вăл ялавăн тăршшĕпе сарлакăшне те шутласа тĕслĕх ÿкерсе панă. Мĕншĕн патша çак тĕссене суйлани халĕ те вăрттăнлăх. Историе тĕпчекенсем хурав тупса параймаççĕ. Анчах кашни тĕсĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пурри паллă. Кунта та икĕ шухăш йĕркеленнĕ. Пĕрисем шурă тĕс ирĕклĕхе пĕлтерет теççĕ, кăвакки вара — Раççей патшалăхне хÿтĕлекен Турă амăшне, хĕрли — державăна. Теприсем каланă тăрăх, пĕрремĕш тĕс — пархатарлăха, чыслăха, иккĕмĕшĕ — тÿрĕ кăмăллăха, виççĕмĕшĕ хăюлăха палăртаççĕ.

Ялав икĕ ĕмĕр иртсен, 1896 çулта çеç, официаллă статуса илет. Иккĕмĕш Николай патшана коронăланă кун умĕн Юстици министерстви çапла йышăнать.

Çакăнтан пуçласа «шурă-кăвак-хĕрлĕ» наци ялавĕ пулса тăрать. «Виçĕ тĕсли» кун çутине 1918 çулхи ака уйăхĕчченех курать. Анчах патшалăх влаçне алла илнĕ большевиксем Яков Свердлов сăмахĕсене итлесе урăх ялав йышăннă. Çĕнни вара хĕрлĕ тĕслĕ пулнă. Ун çинче çурлапа мăлатук вырнаçнă. Çапла Раççейре урăх ялав вĕлкĕшме пуçланă. Çĕнĕ власть — çĕнĕ символ. Хĕрлĕ ялавăн кун-çулĕ 1991 çулта татăлнă. Кăмăлланă киноран илнĕ сăмахсем аса килеççĕ: «Каллех власть ылмашăнать» («Свадьба в Малиновке»). Çав çул çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускаври Шурă çурт çинче хĕрли вырăнне виçĕ тĕслĕ ялава вырнаçтараççĕ. 73 çула яхăн Пĕрремĕш Петĕр патша йышăннă символ çĕнĕрен çуралмалли куна кĕтнĕ. Вăл каллех çил çинче вĕлкĕшме пуçланă.

Кăшт каярах, 1994 çулта, РФ Президенчĕ хăйĕн Указĕпе çурла уйăхĕн 22-мĕшне патшалăх ялавĕн кунĕ тесе палăртать.

Коммунистсен хĕрлĕ ялавĕ вара пирĕн çĕр-шыв историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика