АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене кĕтсе илме хатĕр

21 августа 2010 г.

Кĕçех вĕренÿ çулĕ пуçланать. Шкулсем ачасене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Юсав ĕçĕсем туса классене, коридорсене хăтлăх кÿреççĕ. Паянхи кун пирĕн районта 30 вĕрентÿ учрежденийĕ ĕçлет. Вĕсенчен 21-шĕ — пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем. Унсăр пуçне шкул çулне çитмен ачасен 6 садик-яслийĕ ĕçлет. Ачасем кĕске вăхăтлăх ушкăнсене çÿреççĕ. Августăн 2—7-мĕшĕсенче ятарлă комисси вĕрентÿ учрежденийĕсем ачасене кĕтсе илме мĕнле хатĕрленине тĕрĕслерĕ. Пысăк çитменлĕхсем тупса палăртмарĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем вĕренекенсене партăсем хушшине лартма хатĕр. 2 вăтам шкулта ял поселенийĕсенчи ятарлă программăпа юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнче çак тĕлевпе 1013000 тенкĕ, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 2512000 тенкĕ тăкакланă.

Пушара хирĕçле ĕçсем çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак тĕллевпе 550 пин тенкĕ уйăрнă пулсан, планпа пăхнинчен икĕ хут ытларах, 1 миллион тенкĕ ытла, расхутланă. Пĕр шкулта çĕнĕ пушар сигнализацийĕ вырнаçтарнă, виççĕшĕнче электропровод улăштарнă. Хĕле хатĕрленес енĕпе те ĕçсем пыраççĕ. 6 газ котелĕ туяннă, Урмаел вăтам шкулĕнче монтаж ĕçĕсем тунă.

Пур шкулта та медицина кабинечĕсем (пурĕ 21) уçнă. Вĕсем валли 771 пин тенкĕлĕх медоборудовани тата инструментсем туяннă. Кăçал Урмаелĕнчи пуçламăш шкула хупма тиврĕ.

Çулсеренех вĕренекенсен шучĕ чакса пырать. Юлашки 5 çулта çеç 804 ача сахалланчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика