АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » çĕнĕлĕхсене те пĕлсех тăмалла.

21 августа 2010 г.

Бухгалтери служби мĕнле ĕçлесе пынинчен предприятин ăнăçлăхĕ нумай килет. «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пуян опытлă бухгалтерсем тăрăшаççĕ. Юрий Казаков тĕп бухгалтер ĕç стажне «Заря» колхозра 1982 çулта пуçланă. Унăн заместителĕ Валентина Никифорова, Антонина Корнилова бухгалтер-кассир вăтăршар çул ытла вăй хураççĕ шут ĕçĕнче. Галина Гордеева вара кунта çулталăк çеç-ха, вăл аслисенчен вĕренсе пырать. Темиçе çул каяллахи пек, бухгалтерсем халь шут шăрçисене унталла-кунталла шутармаççĕ ĕнтĕ, компьютер технологийĕсене алла илнĕ, тем тĕрлĕ программăпа та усă кураççĕ . Пунăçпа тан утас, йăнăшсем тăвас мар тесен налукпа, ыттипе çыхăннă çĕнĕлĕхсене те пĕлсех тăмалла. Хуçалăх ертÿçипе, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, кооператив ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупса тăрăшаççĕ вĕсем. Хуçалăх аталанăвĕн, çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕ тен çакăнта та пытаннă?

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика