18 августа 2010 г.
Хальхи вăхăтра телевизорпа тĕрлĕ интереслĕ передачăсем кăтартаççĕ. Мана, чылай çул вĕрентÿ ĕçĕнче тăрăшнăскерне, учительсемпе çыхăннисем интереслентереççĕ. Ку статьяна мĕншĕн çыратăп-ха; Паянхи Таджикистанра вырăс учителĕсене асăнса палăк лартнă. 80—90 çул каялла ĕçленĕ вĕрентекенсене манса каймаççĕ унта. Анчах та пирĕн патра вăл япала çук. Ваттисен кунĕнче те 80 çула çитнĕ учитель-пенсионерсене аса илмеççĕ. Акă, Кĕçĕн Каçал пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче ачасене ăс панă вĕрентекенсем манăçнă. Хăй вăхăтĕнче вĕсем обществăлла ĕç те чылай пурнăçланă. Çавăншăн пĕр пус укçа та илмен. Хисеплĕ ятсене, медальсене, грамотăсене пĕрре мар тивĕçнисем пур.
Иртнĕ çул эпĕ ĕçленĕ шкулсен коллективĕсем Ваттисен кунне чĕнма манчĕç. Çамрăк вĕрентекенсем яланах çавăн пек пулăпăр тесе шутлаççĕ-ши; Эпир ĕçленĕ вăхăтра, паянхи пек, вĕрентÿ пособийĕсем те, техника хатĕрĕсем те пулман. Хамăрах вĕсене çĕрĕ-çĕрĕпе ларса хатĕрленĕ.
Çамрăк учительсем тивĕçлĕ канăва кайнă вĕрентекенсене сентябрĕн 1-мĕшĕнче уяв ячĕпе саламласа букетсем хатĕрлеттĕмĕр, пенсионерсене ярса параттăмăр. Çакă вĕсен чун-чĕринче ырă туйăм хăварнах ĕнтĕ.
Хамăн вĕренекенсенчен килнĕ телеграммăсене, салам çырăвĕсене вулатăп та, пурăнас хавхалану ÿсет. Шкул пĕтернĕренпе вуншар çул иртнĕ пулин те мана манмаççĕ. Çакă эпĕ хисепе тивĕçлине çирĕплетниех пулать тесе шутлатăп. Мухтанасшăн мар эпĕ, ачасене чăннипех те тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав туни паха. Паян ĕçлекен, вĕрентекен çамрăксен те тав сăма-хĕсем илтмелле пултăрччĕ.
Ачасемпе ĕçлеме аслă е ятарлă пĕлÿ илни çеç çителĕксĕр. Кунта кашни вĕрентекенех психолог та пулмалла. Пĕлÿ панипе пĕрлех ачасен шухăш-кăмăлне те ăнланма тăрăшмалла, кирлĕ чухне сĕнÿ-канашпа пулăшу памалла. Ачасем пурте пĕр пек пулманнине, кашнин хăйнеевĕрлĕхне асăрхама пĕлмелле. Эпĕ хам ĕçленĕ чухне çавăн пек тума тăрăшнă та. Манăн вĕренекенсем хушшинче нумай енлĕ профессиллĕ специалистсем пур. Вĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ, ырă ята тивĕçнĕ. Эпĕ вĕсемпе мухтанатăп. Кашнине тенĕ пекех асра тытатăп. Шкул маншăн чăннипех те иккĕмĕш кил пулнă. Ачасене тарăн пĕлÿ парассипе çеç мар, пурнăç çулĕ çине чăн-чăн гражданин туса кăларас тесе те тăрăшнă.
Источник: "Каçал Ен"