18 августа 2010 г.
Кăçалхи июлĕн 27-мĕшĕнчи 192-ФЗ "-лĕ федераллă саккун Россия Федерацийĕн саккун кăларакан хăш-пĕр акчĕсене тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Вĕсене ял çыннисене эмелпе тивĕçтерессине лайăхлатас тĕллевпе йышăннă.
Халь эмелсене, поселенинче аптека çук пулсан, амбулаторисенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен офисĕсенче сутма юрать. Çакнашкал ирĕк асăннă медучрежденисенче ĕçлекен врачсемпе фельдшерсен пур. Вĕсен малтан специалист сертификачĕ илмелле тата эмелсемпе ваккăн суту тума хушма хатĕрлев витĕр тухмалла (2011 çулхи сентябрьччен эмел сутма малтан вĕренмесен те юрать). Анчах медицина учрежденийĕн фармацевтика ĕçĕ-хĕлĕ валли лицензи илмелле. Медикаментсене саккун касса техникисĕрех сутма ирĕк парать.
Федераллă саккун, хăш-пĕр положенийĕсемсĕр пуçне (вĕсен урăх срок пулĕ), 2010 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Комсомольски районĕн прокуратури.
Источник: "Каçал Ен"