18 августа 2010 г.
«Çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» пайĕпе килĕшÿллĕн, Комсомольски район администрацийĕ хушма программăна хутшăнакан, 2011 çулта социаллă тÿлев илес текенсен списокне хатĕрлет. Ăна йĕркелесси августăн 25-мĕшĕнче вĕçленет.
Асăннă программăпа пурăнмалли условисене 2011 çулта лайăхлатас кăмăллă çамрăк çемьесене район администрацийĕн капиталлă строительство пайне (20-мĕш кабинет) çак документсемпе пыма ыйтаççĕ:
1) заявлени;
2) çемьери кашни çыннăн харпăрлăхне палăртакан документсем;
3) мăшăрлану свидетельстви (тулли мар çемьесене пырса тивмест);
4) çамрăк çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалла тесе панă документ;
5) çемье тупăшĕсем çинчен панă справкăсем;
6) лицевой счетран çырса илни (выписка) тата çурт кĕнекин копийĕ.
«Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программăна хутшăнакансен списокне вĕсем хăçан черете тăнине кура йĕркелеççĕ. 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен черете тăнисене списока чи малтан кĕртеççĕ.
Тĕплĕнрех 5-12-65 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.
Источник: "Каçал Ен"