АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимле ĕçрен те хăраман

14 августа 2010 г.

Юрă-сăвăра, калав-романра, ÿкерчĕксенче, кино искусствинче тивĕçлипех сăнарланнă, хăйĕн хастарлăхĕпе, тĕллевлĕхĕпе яланах палăрнă, йывăрлăхра хуçăлман, çемье ăшшине упракан, ывăл-хĕрне ырă кăна сунакан, вăй паракан, хăват хушакан Турăпа юнашар çын вăл – хĕрарăм, анне. Вăл – пурнăç пуçламăшĕ.

Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри — Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Роза Акчурина. Ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн вăл яланах чи хакли, хисепли, юратни. Август уйăхĕнче Роза Онуфриевна 80 çул тултарать. Этемлĕх аталанăвĕшĕн 80 çул кĕске самант çеç. Уйрăм çын кун-çулĕнче вара — пĕлтерĕшлĕ тапхăр, унта ырри те, усалли те, тем те пулса иртет.

Роза аппа 1930 çулхи çурла уйăхĕнче Йăвашкел ялĕнче кун çути курнă. Унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ тантăшĕсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман темелле. Анчах шăпи çав тери кăткăс килсе тухнă. Мĕн каласси, вăрçă умĕнхи тапхăрта ачасен нушине те, савăнăçне те нумай курма тÿр килнĕ.

«Вăрçă вăхăтĕнче анне пире тетепе иксĕмĕре çынсем патне хăваратчĕ те Пăрачкава окоп чавма каятчĕ»,— аса илет Роза аппа.

Ашшĕн юратăвĕпе ăшăнса çитĕнеймен хĕр пĕрчи. Амăшĕ те, Наçтаç аппа, тарасаран шыв ăснă чухне йывăр аманса хĕне каять. Вăл пĕр вăхăт вырăнпах выртать, ĕçлейми пулать. Çавăнпах Герольдпа Роза мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ. Лаша кÿлсе хиртен кĕлте турттарнă, яра куна çум çумланă, тырă вырнă, аслисемпе пĕрле вăрман касма та тÿр килнĕ. Нимле ĕçрен те хăраса тăман пĕртăвансем.

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренесси çинчен шутламалли те пулман. Роза «Красный Октябрь» колхозра вăй хунă. Хитре те ятуллă, яштак пÿ-силлĕ хĕре Хирти Шăхасан каччи Владимир Акчурин куç хывнă. 1951 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. Ун чухне çемьесем пысăк пулнă, пĕр пÿртре вун пĕрĕн те пурăнма тивнĕ. «Çĕн кайăксем» умлăн-хыçлăн çут тĕнчене килме пуçланă. 1957 çулта Розăпа Владимир тата вĕсен виçĕ ачи çурт çавăрса унта пурăнма куçнă. Кунта йыш татах хушăннă, Роза Онуфриевнăпа Владимир Егорович икĕ хĕрпе тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ. Ачисем те, аслисене кура, ĕçчен, ÿркевсĕр çитĕннĕ. Клава, Тоня, Бориспа Коля, Валери, Гена çуллахи каникулсенче тăван хуçалăхра вăй çитекен ĕçсене яланах хутшăннă. Çавăнпах хăйсен пурнăç çулне суйласа илме, мăшăр тупма йывăр пулман Акчуринсен ывăл-хĕрĕсене. Халь Роза аппана 11 мăнукĕ, мăнукĕсен 11 ачи савăнтараççĕ. Валери ывăлĕ çеç хăйĕн Турă çырнине тĕл пулайман-ха, вăл амăшĕпе пĕрле пурăнать. Шел пулин те, Владимир Егорович çак куна курайман, Аслă Аттелĕх вăрçă ветеранĕ, инваличĕ вун пилĕк çул каялла çĕре кĕнĕ.

Роза аппа пирки таврара ырă ят кăна çÿрет. Пенсие тухсан та тÿрех ĕç пăрахман хастар хĕрарăм. Тÿрĕ кăмăлпа чылай çул тăван хуçалăхра тăрăшнăшăн Роза Онуфриевна Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем, медальсем илме тивĕç пулнă. Нумаях пулмасть унăн ытти наградисем çумне «Аслă Çĕнтерĕве — 65 çул» юбилей медалĕ хушăннă. Кÿршĕсем, ял-йыш чăннипех хисеплеççĕ ăна. «Çынна усал сăмах калама мар, сивĕ куçпа та нихăçан пăхман пуль»,— теççĕ çак вашават та сапăр хĕрарăм çинчен сăмах пуçарсан. Ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕнчен, ăшă кăмăлĕнчен çынсем тĕлĕнме те пăрахнă пулĕ. Апат-çимĕçе тутлă хатĕрлеме те çав тери ăста вăл. Роза аппа кирек кама та ĕçпе е ырă канашпа пулăшма хатĕр. Килĕнче яланах тирпейлĕ те таса, выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Кĕркуннехи-хĕллехи вăрăм каçсене çăм арласа кĕскетет, мăнукĕсем валли алса-чăлха çыхать. Саккăрмĕш теçетке урлă каçсан та самана уттинчен юлма шутламасть Роза Онуфриевна, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Хаçат-кĕнеке вулать, телекăларăмсене пăхать.

Роза Онуфриевнăн ачисем, мăнукĕсем çывăх çыннипе чăннипех мăнаçланма пултараççĕ. Вĕсем ăна чунтан юратаççĕ, хисеплеççĕ. Çакăнтан хакли тата мĕн пур ĕнтĕ аслă ăру çыннисемшĕн?

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика