АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М.ИГНАТЬЕВ: «Бюджет укçине перекетлеме вĕренмелле»

14 августа 2010 г.

Иртнĕ кĕçнерникун, августăн 12-мĕшĕнче, Комсомольски районне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа килчĕ. Пирваях вăл «Комсомольская сельхозтехника» АУО никĕсĕ çинче тăвакан пахча çи-мĕçпе улма-çырла типĕтмелли цеха çитсе курчĕ. Кунта ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ ĕнтĕ. Акционер обществин директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов каланă тăрăх, объекта сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче хута яма хатĕрленеççĕ.

Кăнтăрла хыççăн М.В.Игнатьев культурăпа кану центрĕнче район активĕпе тĕл пулчĕ, унта районăн социаллă экономика аталанăвне сÿтсе яврĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Светлана Енилина республикăра вырма, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем, çĕртме епле пынипе паллаштарчĕ. Светлана Александровна тĕрлĕ цифрăсене пĕлтĕрхи кăтартусемпе те танлаштарса тишкерчĕ. Кăçал, шăрăх çанталăк тăнипе, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен тухăçĕ иртнĕ çулхинчен икĕ хута яхăн пĕчĕкрех. Комсомольски районĕнче вăл 14,8 центнерпа танлашнă. Пирĕн тăрăхра хĕллехи шартлама сивве тата çуллахи типĕ çанталăка пула акнă-лартнă лаптăксен 44,3 проценчĕ пĕтнĕ (республика кăтартăвĕ — 40,4 процент). Министр çумĕ тăкаксене саплаштарма федераллă бюджетран кăçал 35 миллиард тенкĕлĕх пулăшу парасса пĕлтерсен аграрниксен чунĕнче кăштах çăмăлланчĕ-ши? Пулăшу икĕ тапхăрпа килмелле — августра тата октябрь-ноябрь уйăхĕсенче. Чăваш Ен правительстви те инкекре пăрахмасть республикăра пурăнакансене, хушма укçа-тенкĕ уйăрать. Тыр-пула страхланисем ытларах укçа-тенкĕ илме пултарĕç. Ял хуçалăхне аталантарма илнĕ кредитсене тÿлемелли вăхăта банксем тăсма килĕшни те – çĕр ĕçченне пулăшас тениех. Çакă предприятисене çеç мар, уйрăм хуçалăхсене те пырса тивет.

Кăткăс лару-тăрăва пăхмасăрах районти хуçалăхсенче выльăхсен шутне упраса хăварма сĕнет ял хуçалăх министерстви. Ĕнесемпе сыснасене пĕтерни ĕç вырăнĕсем чакасси, производство калăпăшĕ сахаланасси патне илсе пырать-çке. Сăмах май каласан, выльăхсен пуçне чакарманнисем валли те федераллă бюджетран 5 миллиард тенкĕ уйăраççĕ.

«Россельхозбанк» АУО тата Раççей перекет банкĕн регионти филиалĕсен директорĕсем И.Н.Письменскаяпа В.Н.Александров хăйсен сăмахĕсенче ял çыннисене, республикăра пурăнакансене яланах пулăшу пама хатĕррине палăртрĕç.

Иван Моторин, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ, кăçал апат-çимĕç хакĕсем вăтамран 30 процент хăпарнине палăртрĕ. Уйрăмах хура тул кĕрпин, çĕр улмин хакĕсем нумай ÿснĕ. Муниципаллă нушасем валли апат-çимĕç туяннă чухне электронлă торгисене хутшăнма сĕнчĕ, унта тивĕçтерекен хаксем тупма çăмăлраххине палăртрĕ. Ку тĕрĕсех те ĕнтĕ, пирĕн район больници те çапла тунă пулсан ĕне какайĕн пĕр килограмне 130—140 тенкĕпе, сахăр песукне 37 тенкĕпе, сухана 25 тенкĕпе туянман пулĕччĕ. «Ĕне какайĕн 1 килограмĕ республикăра вăтамран 105—110 тенкĕпе танлашать. Ăçтан тупнă ку хаксене? Мĕншĕн тавара йÿнĕпе илме май пур чухне пысăк хакпа туянмалла? Вĕрентÿ сферинче те, шкулсемпе ача сачĕсенче, пулнă кун пекки. Ертÿçĕсемпе тĕп бухгалтерсем перекетлеме мĕншĕн майсем шырамаççĕ?Ку вĕт хысна укçине çаратниех. Эсир 50 пин тенкĕ ытларах тăкакланă. Çак укçана вара чирлисем валли эмелсем илме е шкулсенче, ача сачĕсенче урăх япаласем туяннă çĕре яма пулатчĕ. Депутатсен тĕрĕслесех тăмалла çакна. Хăйсен кĕсйине хулăнлатас текенсемпе кĕрешмелле»,— терĕ татăклăн Михаил Игнатьев.

Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туни çинче чарăнса тăчĕ. Вĕренме тата вĕрентме мĕнпур условисем туса пама тăрăшаççĕ, çав вăхăтрах кăçалхи Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем республика шайĕнче пирĕн ачасен пĕлĕвĕ пĕчĕкрех пулнине палăртнă. Çакă педагогсен тата ачасен ытларах вăй хумаллине çирĕплетет.

Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков канашлура асăннă çитменлĕхсене пĕтерес тесе татăклă утăмсем тума палăртнине пĕлтерчĕ. Паянхи лару-тăрăва лайăх енне улăштарма электронлă суту- илĕве хутшăнассине палăртрĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тĕллевпе республика тулашĕнче выльăх апачĕ хатĕрлессине йĕркеленĕ.

Куратпăр ĕнтĕ, района малалла аталантарас тесен пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика