АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çакă çутă этемрен вăйлă çук та этемрен...

11 августа 2010 г.

Пунăçра пĕр-пĕр синкерлĕ пулăм е инкек-синкек пулсан çеç Турă çинчен аса илетпĕр. Çут çанталăк хăйне кÿрентернишĕн тавăрать пулĕ. Этем унăн саккунĕсене шута илесшĕн мар. Хăйĕн çивĕч ăсĕпе, хăватлă вăйĕпе тем тума та пултарнипе çыхăнать ку.

Патак икĕ вĕçлĕ теççĕ. Цивилизацин лайăх енĕсемпе начарри те юнашарах пырать. Çÿлти хăват паманнине ыйтса илеймĕн. Чылайранпа çумăр çуманни ытла та кăткăслăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ир тăрсан та, каç выртсан та пурин те пĕр шухăш — хăçан пире хĕвел çунтарма пăрахĕ!

Вăрмансем çунни, кÿлĕсемпе çăл куçсем типсе ларни, ÿсен-тăран хăрни, чĕр чунсем нушаланни çÿç-пуçа вирелле тăратать вĕт. Мĕн кĕтет малашлăхра.

Çын хăйĕн кун-çулĕнче пĕрех май ачалăха аса илет. Эпир, пĕчĕкрен ватă çынсемпе ÿснĕрен, урăхла воспитани илнĕ. Усал сăмах каласан, чĕлхе кăларса витлесен вĕри çатма çуллатарассипе хăратнă, тепĕр çын çине алă çĕклесен вăл хăрса ларасран шикленнĕ, урасене сулласан анне вилесрен сехрене хăпартнă. Çакă вăл этнопедагогика тесе палăртаççĕ халĕ, унăн витĕмĕ питĕ пысăк пулнине калаççĕ. Ватă çынсем хăйсен сăмахлăхĕпе пире аслисене хисеплеме, пур чĕрĕ чуна юратма, çут çанталăка упрама вĕрентнĕ.

Шкула кайиччен хывнă çирĕп никĕс кайран та ишĕлмен.

Марфа Трубина çырнă «Шĕшкĕ» юмаха вуласан çак йывăçа хĕрхенсе куççуль кăларни халĕ те асрах. Ÿсен-тăран ыратăвне ачасем хăйсем çинче туйнă пек ларатчĕç. Ăса вĕрентекен хайлавпа паллашсан усал ĕç тăвас шухăш пуçран тармаллах.

Шкулсенче пионер отрячĕсем, комсомол организацийĕсем пурччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче питĕ хăвăрт саланса кайрĕç вĕсем. СССР пулнă пирĕн юратнă çĕр-шыв та пăчланчĕ. Пур лайăххине аркатрăмăр, тата урăхлараххине (темлескер ĕнтĕ вăл) аталантараймарăмăр. Турăран çăлăнăç, пулăшу ыйтам пек тăватпăр пулин те, çакă вăл чĕререн тухакан ĕненÿпе пулса пымасть тесшĕн эпĕ. Мĕншĕн çапла шутлатăпши; Пур тĕслĕхе тишкерер-ха. Чиркĕве çÿретĕп, кĕлĕсем пĕлетĕп тет пĕри. Анчах çăварĕнчен пĕр ырă сăмах тухсан, тепĕр вуннăшĕ — темиçе хутли. Эрех-сăра ĕçес пулсан вара виçи те çук. Турă чури текенскер çине пăхма йĕрĕнчĕклĕ. Çынна кăшлас тесен — виç кун апат çимесĕр пурăнма пултарать, анчах çавна тăватех. Çав тери пысăк çылăх пуçтарни чиркĕве çÿресе тасалса пĕтет-ши.

Турра ĕненни, шанни чунра пулмалла. Хăвна йĕркеллĕ тытмалла, сапăр пулмалла. Çакна темшĕн шута илместпĕр. Хулара тата ялта пурăнакансем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăмастпăр. Ирсĕр ĕç тăвакансем, преступниксем, вăрă-хурахсем нумайланчĕç. Телевизор пăхсан ытла хăрушă пулса каять. Тайга варрине пурăнма куçакансене тинех ăнланакан пултăм — вĕсен чунĕ тăвăнса çитнĕ, хăйне май тасалăх, лăпкăлăх ыйтать. Кутсăр-пуçсăр çил-тăман алхаснă евĕр çаврăнать пирĕн пурнăç.

«Тĕнче пĕтет»,— тенине час-часах илтме пулать халăхра. Çапла пуласран шикленсе хамăр тунă йăнăшсене шута илме вĕренсе çитсен çеç пурнăç лайăхланĕ. Чăн та, вăрçă вăхăтĕнчи пек выçăпа антăхмастпăр, сивĕре ĕнтĕркеместпĕр. Анчах, ытлашши лайăххипе, иртĕхетпĕр.

Çут çанталăк пире тĕплĕнрех шухăшлама ыйтать пулас. Тен, çавăнпах тĕрĕслес тет пуль. Асăрхарăр-и, шыв çук тетпĕр. Нумайăшĕ типпе юлчĕç. Анчах теприсем, май килсенех, колонкăра шыв пулсан, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр пахча шăвараççĕ. Теприсен ĕçме те çук вăл. Çак лару-тăрура пурин те пĕр шухăшлă пулмалла. Хама кăна пурăнса пултăр темелле мар ĕнтĕ. Хăш-пĕр ялта темиçе уйрăм хуçалăх пĕрлешсе укçалла тарăн пусă — скважина — чавтараççĕ. 40—50 метр тарăнăшри шыв сиплĕрех те пуль. Усăллинчен ытла вăл питĕ кирлĕ-çке.

Ял поселенийĕсен администрацийĕсем халăхпа пухусем ирттермелле, канашламалла. Çынсем пăшăрханаççĕ. Депутатсем, эсир ăçта; Сире «халăх тарçи» тесе мĕншĕн калаççĕ; Кÿлĕсем типрĕç, вĕсене халĕ тракторпа чавса тарăнлатса хăварма питĕ меллĕ самант. Шыва кĕмелли таса пĕвесем ытти çул та пулмарĕç. Пĕчĕк чухне миçе хутчен шывра чăмпăлтатнине шутласа ăмăртаттăмăр. Хальхи ачасенчен вара ишме пĕлекен сахалланчĕ. «Шапа пăттинче» кĕрес килмест паллах.

Раççейĕн шăрăх хуçаланакан регионĕсенче йĕри-тавра пушар алхасать. Эпир вара каçхи хурал та йĕркелеме ÿркенетпĕр. Хушу пуласса кĕтетпĕр. Кам пирĕншĕн тăрăшĕ. Хамăрăн тумалла. Паянтанах, çак сехетренех депутатсен пуçарулăх кăтартса, черет йĕркелемелле. Каçхи 9 сехетрен ирхи 3 сехетчен пулмаллах вăл.

Тем курса тăрăпăр! Сыхланакана Турă упрать тенине манар мар-ха. Çак кăткăс вăхăтра ушкăнпа кар тăрса йывăрлăха çĕнтермелле. «Вĕсем нимĕн те тумаççĕ» тесе çÿлти пуçлăхсене ятласа ларас марччĕ. Пурте хамăртан килет.

Пĕччен суратăн — типсе пырать, халăх сурсан — кÿлĕ пулать, тенине ăнланни питĕ кирлĕ халĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика