11 августа 2010 г.
Районта пысăк фермер хуçалăхĕсем нумаях мар. Пĕчĕккисем, 4—5 гектар тата ытларах çĕрпе усă куракансем, 100 ытла. Урмаел ялĕнче пурăнакан Абзалтдин Зинетович Шайдуллинпа эпĕ районта иртнĕ республикăри фермерсен семинарĕнче тĕл пултăм. Тĕрлĕ ыйтупа калаçрăмăр унпа. Чăннипех те А.Шайдуллин çĕр хуçи пулнине туйса илтĕм. 3—4 вăкăр тытать вăл. Унсăр пуçне 2 лаша та пур. «Çанталăк йĕркеллĕ пулсан вĕсене çитĕнтерме май пулĕ»,— тет Абзалтдин бабай. —Кăçал чылай çын выльăх апачĕ çитменнипе аптрать пулсан, ман утă-улăм çителĕклĕ. Çуркунне валли пăрусем те илесшĕн-ха». Калаçнă май унăн ĕçлес туртăмĕ, хавхаланăвĕ пурри курăнчĕ. Апла пулсан вăл тĕллевсене пурнăçлатех. Ку енĕпе ăна икĕ ывăлĕ те пулăшса пыраççĕ. «Вĕсем манăн ĕçе малалла тăсаççех тесе шутлатăп. Çĕр ĕçне, выльăх-чĕрлĕхе юратаççĕ. Мĕн пĕчĕкрен ял хуçалăх отраслĕнче ĕçленĕ»,— сăмахлать А.Шайдуллин.
Ĕçлесен ĕç пулать. Ĕмĕчĕсем пурнăçланса çеç пыччăр.
Источник: "Каçал Ен"