АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх шухăшлаттарать

11 августа 2010 г.

Кăçал пирĕн тăрăхра шăрăх та типĕ çанталăк тăни республикăра пурăнакансене пурне те шухăшлаттарать, пăшăрхантарать. Малалла çак йывăр лару-тăруран тухмалли тивĕçлĕ мелсем шырама хистет.

Эпĕ хамăн пурнăçа ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарса тивĕçлĕ канăва тухрăм. Çакăн пек шăрăх 1972 çулта пулчĕ. Çав вăхăтра Патăрьел районĕнчи «Ленин çулĕпе» колхозра тĕп агрономра ĕçлеттĕм. Ун чухне, хальхи пекех, хирте акнă тыр-пул типсе кайрĕ, çĕр улми аврисем сарăхса ларчĕç, çавăнпа та тухăç илесси палăрмаллах чакрĕ. 1 гектартан миçе центнер тухнине татăклăнах ас тăваймастăп, «иккĕмĕш çăкăр» вара 48 центнерпа танлашнине паянхи кун та манмастăп. Колхозĕпе унăн лаптăкĕ 130 гектарччĕ. Сахал тухăçа пула çĕр улмине ытти облаçсенчен илсе килмелле пулчĕ. Шăп çак вăхăтра колорадо нăрри пирĕн тăрăха иленчĕ. 1974 çулта унăн сиенне туйма пуçларăмăр. Малтанхи тапхăртах нăрăсене бригада çыннисем савăтсене пуçтаратчĕç. Ку ĕçе ачасем хаваспах хутшăнатчĕç. Хăйсем хушшинче кăларнă сăмах-юмаха ĕненес пулсан, кам пĕр пысăк нăрра тытать, çавна уншăн 1 тенкĕ тÿлеççĕ тесе хавхаланатчĕç. Çакă ачасене тимлĕрех пулма шухăшласа кăларнипе çыхăннă пуль.

Çĕр ĕçĕпе халĕ те интересленетĕп, çавăнпах хамăр пахчара тĕрлĕ çимĕç ÿсет. Çĕр улмине тĕрĕслесе тăратăп. Вăл вĕтĕ, йышĕ сахал. Çанталăк çумăрлă пуласса шанмаллах ĕнтĕ. Çавăнпа кăçал улмана иртерех кăларма тăхтасан та юрать тесшĕн эпĕ. Тен, нÿрĕк пулсан, татах ÿсĕ, крахмалĕ ытларах пултăр. Унччен ăна октябрьте те кăларни пулнă. Каярах юлса пуçтарса илме пур пĕрех майсем пулаççĕ. Комбайнсем те çителĕклĕ, юр айне пуласран шикленмелле мар пек туйăнать. Мускав облаçĕн 1972 çулхи опычĕ те çирĕплетет ман шухăшсене.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика