АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

11 августа 2010 г.

 

1956 çулта хаçат редакторĕнче В.С.Стефинов ĕçлеме пуçлать. Нумай çĕнĕлĕх кĕртет вăл редакци пурнăçне.

Мĕн тăвăн, КПСС политикине тытса пымалла пулнă. 2 страницăпа çеç тухакан хаçатăн 1956 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнчи, 23-мĕшĕнчи, 26-мĕшĕнчи, мартăн 1-мĕшĕнчи номерĕсенче 80—90 процент СССР Коммунистсен партийĕн ХХ съезчĕн материалĕсене пичетленĕ. Куншăн хаçат редакцине те, редактора та ÿпкелеме çук. Çÿлтен хушнине пурнăçламалла. Çапах та çав номерсенче — истори. Халĕ çав материалсене вулас тесен те тупаймăн.

Комсомольски ялĕ аталансах пынă. Çакна Кĕтне юханшывĕн леш енче лавкка кĕç-вĕç уçăласси пирки те хыпар пĕлтерет.

Интереслĕ тепĕр хыпара асăрхарăм. «Красная звезда» колхоз агрономĕ Т.Чернова заметкăна «Пахча çимĕç калчисене чÿлмексенче ÿстеретпĕр» тесе ят панă. Ăна туллинех илсе кăтартасшăн. «Кăçал пирĕн 20 гектар пахча çимĕç акса ÿстермелле. Пахча çимĕç калчисене пĕтĕмпех торфпа çĕрĕк тăпри чÿлмекĕсенче çитĕнтеретпĕр. Çакна тума пире 150 пин чÿлмек кирлĕ. Ку тĕлĕшпе 29 çынтан тăракан бригада ĕçлет, ăна А.Артемьев колхозник ертсе пырать. Çак кунсенче 10000 чÿлмек çине купăста акрăмăр. Арбуз, дыня, помидор калчисем валли те чÿлмексем хатĕрленĕ». (1956 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕ). Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, ĕçченлĕх кирлĕ пулнă ку енĕпе тăрăшма.

Спорт пирки те çырсах тăнă хаçат. «Хăнасене çĕнтерчĕç» заметкăра пирĕн район футболисчĕсем Первомайски райо-нĕнчен килнĕ спортсменсенчен 13:0 шутпа выляса илни çинчен çырать. Çакă Комсомольскинче ăста вылякансем пулнине туллин çирĕплетет. 1956 çулхи хаçат страницисенче футболистсен ытти çитĕнĕвĕсем çинчен те тăтăшах каласа панă.

Строительство ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. «Саман кирпĕчĕпе усă кураççĕ» тесе çырнă тепĕр заметкăра. Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Хирти Шăхасан бригадинче 5200 саман кирпĕчĕ çапса хатĕрлени çинчен пĕлтереççĕ. Унпа кайăк-кĕшĕк вити тата тимĕрçĕ лаççи тума пултараççĕ. Вăл вăхăтра вырăнтах строительство материалĕсем хатĕрленĕ иккен.

1956 çулхи июлĕн 1-мĕ-шĕнче «Литература страници» çапăнса тухнă. Вăл юлашки çулсенчи номерсенче тухнине асăрхаманччĕ-ха. Унта чăвашсен паллă поэчĕсемпе пĕрлех хамăр районти Х.Федорова, В.Стефинов, З.Орлов, В.Димитриев (ăна Василий Димитриев-Шашкар ятпа пĕлетпĕр) сăввисем, Л.Нĕркеçĕн (Л.Таллеров пулĕ ĕнтĕ) «Концерт хыççăн» калавĕ кун çути курнă.

Яланхи пекех çулталăк вĕç-леннĕ май ĕç итогĕсене пĕтĕмлетсе нумай-нумай статья пичетленĕ. 1957 çул пуçламăшĕнче «Октябрь ялавĕ» хаçатăн редакторĕнче Л.В.Таллеров ĕçлеме пуçлать. Хăш-пĕр номерсене редакторшăн Р.Т.Тарасова та алă пусать. С.Ишмуратов, Г.Мальцев корреспондентсем ĕçленĕ.

«Комсомолецсем çапла йышăнчĕç: пĕр уйăх хушшинче уя 50000 тонна тислĕк кăлармалла» ят панă пĕр статьяна. Ятĕнченех курăнать ĕнтĕ, ун çумне нимĕн те хушса калаймăн. Анчах та алă вăйĕпе тиесе, лашапа турттарнине шута илсен...

«Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕ çумĕнче районти литераторсен пĕрлешĕвĕ ĕçлеме тытăнать. Малтанхи заняти мартăн 14-мĕшĕнче, кĕçнерникун пулать. Заняти каçхине 6 сехетре пуçланать. Занятие сăвă, калав, пьеса тата критикăлла статья çыракансем пурте пыма пултараççĕ»,— текен пĕлтерÿ пичетленнĕ 1957 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчи номерĕнче. Апла пулсан хаçат редакцийĕ çам-рăксене, литературăна юратакансене пĕрлештерме шут тытнă.

Район хаçачĕ никама та тиркесе тăман. Эпĕ паллакан, ялсенчи хисеплĕ çынсене те (халĕ ватăсем ĕнтĕ) шеллесе тăман. «Хĕскĕчпе» «хĕстерсех» тăнă. Вĕсен ячĕсене асăнмăп ĕнтĕ.

Каллех интереслĕ хыпар. Государство лаша тата ĕне выльăх йăптăх çăмĕн кашни килограмне 15—18 тенкĕпе илни çинчен пĕлтерет. Ăна çăм атăсем, кĕççесем, сурăх çăмĕпе хутăштарса сукна тата пир-авăр тунă çĕрте усă курнине пиртен чылайăшĕ пĕлмест те. Вăл вăхăтра патшалăх промышленноçĕ кашни чĕр таварпа усă курнă. Паян вара выльăх-чĕрлĕх тирĕсене те йÿнĕпе илеççĕ.

1957 çулта районти Культура çурчĕ çумĕнчи агитбригада ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитнине паллă тунă. Вăрçă хыççăнах юрра-ташша юратакансем ăна йĕркелени пирки район çыннисем пĕлмеççĕ те пулĕ. Ăна Н.Тарасов ертсе пынă. И.Гоголев, М.Орлов, А.Николаев, Л.Афанасьева, В.Чернова, Г.Счетчикова, В.Ерофеева агитбригадăн хастар членĕсем пулнă. Вĕсем çак çулсенче колхозсен ĕç участокĕсене тухса çĕршер концерт кăтартнă, докладсемпе лекцисем тунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика