11 августа 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Курск пĕккинчи хаяр çапăçусем — Сталинград хыççăнхи вăрçăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ. Унта фашистла Германи çарĕ çĕнтерес шанчăка çухатрĕ, пирĕншĕн вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленес шанчăк кунран-кун, уйăхран уйăха çирĕпленсе пычĕ. Маларах CCCР çĕнтерессе шанманнисем те урăхла пăхма пуçларĕç. Сталинградшăн пынă çапăçусенче фашистсен çарĕсем пысăк çухатусем тÿсрĕç, унка лексе пирĕн çарсене парăнчĕç.
Гитлер тата Вермахт Хĕрлĕ Çар Сталинградра хур кăтартнишĕн питĕ тарăхнă, çапăçусенче çĕнтерме «шăл хăйранă». Совет çарĕ хĕл кунĕсенче çеç çĕнтерме пултарать, тесе хăйсене лăплантарма пăхнă. 1942 çулхи хĕл кунĕсенче пирĕн çарсем Курск енчен фашистла çарсен позицине чылай шăтарса кĕрсе малалла кайса «çур утрав» туса хунă. Фашистсен командованийĕ çак меллĕ позиципе усă курма тĕллев лартнă: çурçĕр енчен те, кăнтăр енчен те «çур утрава» шăтарса кĕрсе пирĕн çарсене «пысăк миххе» хупса хурса пĕтермелле. Çапла тума питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ Германи командованийĕ. Пирĕннисем фашистсен планне уçма палăртнă, хирĕçле татăклă çапăçусем тума хатĕрленнĕ.
1943 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçлама палăртнă çак «татăклă» çапăçăва. Совет çарĕ фашистсем наступлени пуçлама палăртнă вăхăтран кăшт маларах вĕсене хирĕç вăйлă çапăçу пуçланă. Германи те, Совет Союзĕ те ун валли çĕнĕ йышши танксем, самолетсем тата ытти техника хатĕрленĕ. Икĕ енчен те хире-хирĕç калама çук вăйлă вилĕм вучĕ тăкăннă. Прохоровка патĕнчи танксен çапăçăвĕ халиччен курман хăрушă çапăçу пулса тăнă: икĕ енчен те çĕнĕ йышши пиншер танк тата куçса çÿрекен артиллери установкисем тытăçăва кĕнĕ. Çак хăрушă çапăçу вăхăтĕнче кăнтăрла та хĕвел çути курăнман, таврана тĕтĕм-сĕрĕм хупăрласа илнĕ. Танксен тытăçăвĕнче пирĕн çарсем çĕнтерÿ тунă.
Курск пĕккинчи çапăçусен малтанхи кунĕсенче тăшман пирĕн çарсене кăштах хĕстерме пултарнă: хăшпĕр участоксенче 10—15 çухрăм таран чакма тивнĕ. Анчах пирĕннисем контрнаступление куçса фашистсен çарне вăхăтлăх йышăннă позицисенчен хÿтерсе кăларнă. Июлĕн 12-мĕшĕнчен пирĕн чаçсем наступлени тума тытăннă. Уйăх çурă ытла пынă хаяр çапăçусем августăн 23-мĕшĕнче Харьков хулине ирĕке кăларнипе, тăшмана çĕнтернипе вĕç-леннĕ. Пĕлетпĕр эпир, фашистла Германи Курск пĕккинче пысăк çухатусемпе чакма пуçланă пулин те, Берлина иличченех хаяр çапăçусемсĕр пĕр ял-хула та паман. Гитлер хăйĕн çарĕсене кĕçех çĕнĕ йышши хĕç-пăшал паратпăр, çĕнтерÿ пурпĕрех пулать, тесе хавхалантарнă.
Курск пĕккинчи паллă çĕнтерÿсенчен пĕри — август уйăхĕн 5-мĕшĕнче Орелпа Белгород хулисене ирĕке кăларни. Çарсене чысласа Аслă командовани приказĕпе вăрçă пуçланнăранпа пĕрремĕш хут 124 орудирен 12 хутчен персе салют панă.
Курск пĕккин масштабне илес пулсан, вăл питĕ пысăк вăйсен çапăçăвĕ: кунта икĕ енчен 4 миллион ытла салтакпа офицер çапăçнă, 68 пин орудипе миномет, 13 пин танк, 12 пине яхăн çар самолечĕ хутшăннă. Çак çапăçусенче тăшманăн 30 дивизине аркатнă, фашистсем 500 пин çын, 1,5 пин танк, 3,7 пин самолет, 3 пин оруди çухатнă. Çухатусем пирĕн те сахал пулман.
Курск пĕккинчи çапăçусене пирĕн район çыннисем те çĕршерĕн хутшăннă. Нумайăшĕ унтах пуç хунă. Вăрçăран аманса таврăннисем те сахал марччĕ. Паянхи куна улттăшĕ çеç пурăнаççĕ: Николай Арсентьевич Афанасьев (Çĕнĕ Кипеç), Георгий Давыдович Акчурин (Аслă Çĕрпÿел), Николай Дмитриевич Краснов (Хырай Ĕнел), Сергей Иванович Зубарев, Ревокат Прохорович Моисеев, Алексей Петрович Артюшкин (Комсомольски). Юлашки çулсенче пурнăçран уйрăлнисене аса илни те вырăнлă пулĕ. Вĕсем: Алексей Андреевич Андреев, Гурий Васильевич Васильев, Евгений Осипович Портнов (виççĕшĕ те Çĕнĕ Кипеçрен), Василий Евдокимович Ченакин (Хирти Сĕнтĕр), Петр Андреевич Ильин (Аслă Çĕрпÿел), Федор Иванович Кашин (Кĕçĕн Çĕрпÿел), Макар Павлович Афанасьев (Хирти Мăнтăр), Николай Никифорович Миронов (Хирти Мăрат), Галимзян Зарипович Зарипов (Тукай Мишер), Григорий Васильевич Краснов (Кĕçĕн Каçал), Александр Павлович Кузнецов (Луцки), Иван Максимович Серебров (Комсомольски).
Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăннă ентешсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, орденсем, медальсем илме тивĕç пулнă. Хăшĕсем çинчен кĕскен каласа пани те кирлĕ пулĕ.
Сăмахран, Григорий Васильевич Осипов взвод командирĕ пулнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Петр Андреевич Ильин танк орудийĕн командирĕ, III степеньлĕ Мухтав орденне, Георгий Давыдович Акчурин оруди наводчикĕ пулнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Макар Павлович Афанасьев танкист пулнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Александр Павлович Кузнецов Курск пĕккишĕн II степень Мухтав орденне тивĕçнĕ. 1945 çулта Мускавра ирттернĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.
Курск пĕккинче çапăçнă ентешсем вăрçăран таврăнсан та шаннă ĕçре тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса ĕçленĕ, ырă тĕслĕх кăтартнă.
Курск пĕккинче çапăçнисене — пурăнакансене те, пурнăçран уйрăлнисене те манас марччĕ пирĕн, тивĕçлипе хисеплесе аса илесчĕ.
Источник: "Каçал Ен"