11 августа 2010 г.
Пирĕн районта пурăнакансем спортпа туслă. Çакна республика шайĕнчи, Раççейри çитĕнÿсем те çирĕплетеççĕ. Çулсеренех август уйăхĕнче Физкультурниксен кунне уявлама районти спортсменсем хастар хутшăнаççĕ. Кăçал вăл августăн 14-мĕшĕнче пулать. Ăмăртусем 10 сехетре пуçланаççĕ. Унта ял поселенийĕсен, вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен, организацисемпе предприятисен командисем хутшăнĕç.
Программа анлă. Ар çынсем 100, 400, 2000 метрлă дистанцисене чупса, тăршшĕне сиксе, хĕрарăмсем 100, 400, 1000 метрлă дистанцисене чупса, тăршшĕне сиксе тупăшĕç.
Ар çынсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортзалĕнче, хĕрарăмсем районти сывлăха çирĕплетекен центрта волейболла вылĕç. Мини-футбол, шашка вăййисем те пултаруллисене палăртĕç. Пневматикăлла винтовкăсенчен ăста перекенсене те ăмăртăва хутшăнма чĕнетпĕр.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе медальсем парса чыслатпăр. Мини-футбол вăййи енĕпе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ команда куçса çÿрекен кубока тивĕçĕ.
Спорта юратакан пур çынсене те ăмăртусенче ăсталăха кăтартма чĕнетпĕр.
Источник: "Каçал Ен"