11 августа 2010 г.
Светлана Федоровна Кокорева Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Комсомольски вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Унта вĕреннĕ чухнех пултарулăхпа палăрнă хĕр. Уйрăмах математика, нимĕç чĕлхи, истори предмечĕсене шĕкĕлчеме юратнă. Лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Светланăна, анлă тавра курăмлă пулнипе тата пĕлÿ патне ăнтăлнине кура, Вăрманхĕрри Чурачăк шкулĕнче ĕçлеме шанаççĕ. Çак ĕçе С.Кокорева çÿлти шайра пурнăçлать.
Унта çулталăк ĕçленĕ хыççăнах районти комсомол райкомĕнче те тăрăшнă.
«Мана яланах çынсемпе ĕçлеме килĕшнĕ, килĕшет те»,— калаçăва пуçларĕ манпа Светлана Федоровна. Аса илмелли чăннипех те нумай ун. Шупашкарти коопераци техникумĕнчи кунсене те паянхи пекех ас тăвать вăл. Вĕренÿре хастар, спортра пултаруллă пулнăскер çав тапхăр çинчен савăнсах каласа пачĕ. «Ман шутпа, кашни çыннăн студент пурнăçĕпе пурăнса курмаллах. Экзаменсем умĕн çĕрĕпе вĕренни те, ушкăнпах киносене çÿрени те хăйне евĕр интереслĕ. Калама çук асамлă-çке студент вăхăчĕсем»,— тет С.Кокорева çамрăклăхне аса илсе.
Вăл Комсомольски райпо тытăмĕнчи ĕçченсемпе 1976 çулта, практикăна пĕрремĕш хут килсен паллашнă. Кунта нумай-нумай çул вăй хуракан А.В.Левина хĕр тăрăшулăхне курса ăна хăй патне ĕçлеме килме сĕннĕ.
Алла диплом илсенех Светлана райпо тытăмĕнче тăрăшма пикенет. «Халĕ те куç умĕнчех-ха Александра Васильевна тĕп бухгалтер счет шăрçисене куçсене хупса куçарма пултарни. Мана вăл бухгалтеринче тĕрлĕ отрасльпе ĕçлеттеретчĕ. Çакă каярахпа та тĕп бухгалтер ĕçĕнче пысăк пулăшу пачĕ. Пытармастăп, ĕçре йывăрлăхсем те сиксе тухнă пулĕ. Анчах та юнашар А.Левина пек опытлă наставник пулни чăрмавсене çĕнтерме пулăшрĕ»,— аса илчĕ малтанхи утăмсене Светлана Федоровна. Тĕп бухгалтерта кăна 30 çул ытла ĕçлет. Çак хушăра мĕн чухлĕ çамрăка ĕçе хăнăхтарман-ши вăл;
С.Кокорева тăрăшуллă пулнине вĕсен çемье архивĕнче упранакан Хисеп тата Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ. Потребсоюз тытăмĕнчи чи пысăк наградăсем – «За вклад в развитие потребительской кооперации России» тата «Заслуженный работник сферы обслуживания населения в Чувашской Республике» те пур.
Вăл мăшăрĕпе, Вениамин Павловичпа, икĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ Павел аслă пĕлÿллĕ юрист, Вăрнар районĕнче ĕçлет. Сергей те аслă вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ, Мускав хулинче экономистра тăрăшать.
Мăшăрĕ Вениамин Павлович та ырă сăмахсене тивĕç. Вăл районти шалти ĕçсен пайĕнче 20 çул ытла ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире пулсан та килте алă усса лармасть, ра-йонти казначейство службинче хуралта тăрать.
Кокоревсем хăйсен сăпайлăхне, тăрăшулăхне пула ял-йышра, кÿршĕ-аршăра чăннипех те чыс-хисепе тивĕçнĕ. Анлă тавра курăмлă Светлана Федоровна çинчен паянхи кун «Ходячая энциклопедия» теççĕ. «Кирек мĕнле ыйтупа пырсан та хуравĕсене тупать. Ăнлантарса та парать» — калаççĕ ун пирки ĕçтешĕсем те, кÿршĕ-аршă та.
Хуçалăхра кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пур ĕçе те Светлана Федоровнăпа Вениамин Павлович килĕштерсе пурнăçлаççĕ.
«Хĕрарăм аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вылянă» тенĕ ваттисем. Çак каларăш Светлана Федоровна пиркиех пек туйăнать. Маттур хĕрарăм ĕçре те, килте те пултаруллă.
Источник: "Каçал Ен"