АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿлле пĕтме парас марччĕ

07 августа 2010 г.

 

Комсомольскинче, Кĕтне хĕрринче, газ участокĕпе юнашар пысăках мар кÿлĕ пур. 15—20 çул каялла вăл самаях тарăнччĕ. Ăна час-часах тасататчĕç. Кунта кашни ир ачасем те, çитĕннисем те йĕри-таврах вăлтасемпе ларатчĕç. Пĕр кило е ытларах та таякан пулăсем çакланатчĕç. Ачасене шыва кĕме те меллĕччĕ. Кашни хĕл «Эмитрон» завод филиалĕ тата сĕт-çу завочĕ производство валли пăр касса хатĕрлетчĕç. Кунсăр пуçне ял çыннисен хур-кăвакалĕ шапăлтатса ыр куратчĕ.

Халĕ темшĕн çак кÿлĕ никама та кирлĕ мар пек пулса тăчĕ: çулран-çул юшкăн тулнипе ăшăхланса ларчĕ те, пулă тытасси, шыва кĕресси çинчен калаçмалли те çук. Чи тарăн вырăнта та чĕркуççи таран çеç. Хур-кăвакалĕ ишет çапах.

Ял халăхĕ, уйрăмах кÿлĕ çывăхĕнчи урамсенче пурăнакансем, вăл япăхса кайнишĕн пăшăрханать.

Халĕ, шыв сахалланса юлнă чух, кÿлле тасатса тарăнлатасси йывăрах пулмасть. Удобрени валли юшкăнĕ те самаях тухĕччĕ. Кÿлли тарăнлансан, юшкăнран тасалсан, пуллисем те ĕрчеме пуçлĕç, пулăçсем те çыран хĕрне ларса киленĕччĕç.

Çут çанталăк ырлăхĕпе туллинрех усă курасчĕ, ăна та май килнĕ таран пулăшасчĕ. Çак усăллă кÿлле пĕтме парас марччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика