07 августа 2010 г.
Çав çулсенче тĕрлĕ отрасльти кадрсемпе район шайĕнче те, республикăра та тăтăшах вĕрентÿсем, семинар канашлусем ирт-тернĕ. Халĕ те пулаççĕ-ха вĕсем. Ун чухне çине-çинех йĕркеленĕ. Хаçат страницисене уçмассерен вĕсем пирки çутатса панине асăрхатăп.
Район хаçачĕ колхозниксем, ял хуçалăх специалисчĕсем тата механизаторсем социализмла обязательствăсем йышăнни çинчен пĕлтерсех тăнă. Пысăк плансем палăртнă пулин те колхозсем вĕсене тултарса, теприсем ирттерсе те пынă. Çакăн çинчен те тăтăшах хыпарсем пичетленĕ. «Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан çамрăк сунарçă Н.Семенов кăçалхи сезонта икĕ кашкăр тытнă. Уншăн ăна 1000 тенкĕ преми тата ял хуçалăх продукчĕсем панă»,— палăртать «Тир-мамăк нумай хатĕрлесе парар» заметкăра П.Сорокин (1955 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕ). Уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пысăк обязательствăсем йышăннă пулин те сунар çинчен те манса кайман иккен.
1955 çулта силос, сенаж ятарлă сооруженийĕсем тăвасси пуçланса кайнă. Çак ĕçсем мĕнле пынине те редакци корреспонденчĕсем тĕплĕн çутатса тăнă. Вăл вăхăтра хуçалăхсенче, организацисенче электрификаци вăй илсех пынă. «Çак кунсенче районти больницăна электричество кĕртрĕç. Халĕ больницăри пур пÿлĕмсенче те Ильич ламписем çуталаççĕ»,— тет А.Тарасов «Электричество кĕртрĕç» заметкăра (1955 çулхи июнĕн 30-мĕшĕ).
Хаçатра колхозсем çур акинче, вырмара, выльăх-чĕрлĕх патĕнче
Источник: "Каçал Ен"