АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт пĕр кирпĕч хунинчен пуçланать

07 августа 2010 г.

 

Пирĕн районта обществăлла хуçалăхсем те, уйрăм çынсем те йывăрлăхсене пăхмасăрах строительство ĕçĕсене тусах пыраççĕ. Çакна пурнăçлама тĕрлĕ мел тупаççĕ. Январь — июль уйăхĕсенче районта 8600 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Çывăх вăхăтра Кабалин микрорайонĕнче 10-мĕш номерлĕ пурăнмалли çурт-йĕре хута ярасшăн. Вăл 1377 тăваткал метр лаптăк йышăнмалла. 48 хваттерлĕ çурта (подвалта магазин пулмалла) тăвасси те малалла пырать. Патшалăх пулăшăвĕ чылай çемьене çурт-йĕр çавăрма май парать. Ятарлă программăсемпе килĕшÿллĕн хăшĕ-пĕрисем çĕнĕ пÿрте е хваттере куçрĕç те ĕнтĕ.

Пирĕн районти ялсенчи хастар çынсем хăйсен вăйĕпех çĕнĕ пÿртсем лартаççĕ, хуралтăсем çĕклеççĕ. Пĕр пĕчĕк мунча тăвас тесен те пĕччен çав ĕçе пурнăçлаймăн. Арçынсем тĕрлĕ хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Яла юлнисем нимене пуçтарăнаççĕ. Кам кирпĕч хурать, раствор парать... Вĕсем пурте — строительсем.

Çурт-йĕр çавăракан çынсене патшалăх е банксем

укçа-тенкĕ енчен пулăшаççĕ. Вĕсемпе усă куракансем чылаййăн.

Район халăхне строительсен кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика