АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿлĕ тасалăхĕ хамăртан килет

04 августа 2010 г.

 

Тăван тавралăха упрамалли çинчен пире мĕн ачаран вĕрентеççĕ. Ÿссен çынсем çак тĕрĕслĕхе манса каяççĕ пулмалла.

Пирĕн ялта пĕчĕк кÿлĕ пур. Çу кунĕсем çитсен унта ача-пăча шавĕ илтĕнсе тăрать. Аслисем те шыва кĕрсе киленеççĕ. Кÿлĕ хĕррине пулă тытма час-часах килсе лараççĕ. Анчах ăшă кунсем çитнĕ май унăн лаптăкĕ чылай пĕчĕкленчĕ. Кунсăр пуçне унта нумай çÿп-çап пăрахса тултарнă. Тасатмалли çинчен вара никам та шухăшламарĕ.

Пахчара ÿсекен çимĕçсене шăварас тесе кÿлĕ хĕррине антăм. Куç умне тухса тăнă ÿкерчĕк чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Ачасем çыран хĕрринче выртакан çÿп-çапа тăрăшса пуçтараççĕ те пĕр купана ывăтаççĕ. Вĕсем шывра ишекен пуш кĕленчесене, хăма таткисене кĕреплесемпе туртса кăларчĕç. Çÿп-çапĕ самаях пухăнчĕ.

Ĕçе пĕтернĕ хыççăн шăпăрлансем хăйсен аллисемпе илем кÿнĕ кÿлле чăмрĕç.

Чăннипех те вĕсем ырă ĕç турĕç. Эпир пĕвене тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăрахса хамăр айри туратах касатпăр-çке. Çакна çынсем хăçан та пулсан ăнланса илеççĕ-ши;

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика