АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнин хăрушлăх пирки ăнланмалла

04 августа 2010 г.

 

Шăрăх та типĕ çанталăк çĕр-шывĕпех, çав вăхăтрах пирĕн республикăпа районта та кăткăс лару-тăру кăларса тăратать. Июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин территорийĕнчи вăрмансенче 115 пушар пулнă, ку вăл иртнĕ çулхинчен 2—3 хут нумайрах. Июлĕн 25-мĕшĕнче çеç республикăри вăрмансенче 7 çĕрте вут-çулăм алхаснă. Вăл 358 гектар лаптăка (Йĕпреç районĕнче 200 гектар, Улатăр районĕнче 150 гектар, Етĕрне ра-йонĕнче 5,5 гектар, Канаш районĕнче 2,2 гектар, Атăл леш енчи тăрăхра 0,33 гектар) ярса илнĕ. Çак кунсенче те пушар пулнă тĕслĕхсем пирки пĕлтереççĕ. Уйрăмах вăрман пушарĕ тĕлĕшпе кÿршĕри Новгород облаçĕнче тата Мордови, Мари Эл республикисенче лару-тăру çивĕч. Унта вут-çулăма хирĕç тăрассине вăйлатаççĕ пулин те, вăл лăпланмасть-ха.

Вĕри çанталăка пула обществăлла транспортра та, ытти çĕрте те хăйсене япăх туйнă, тăнне çухатнă тĕслĕхсем пур. Ача-пăча та, аслисем те кÿлĕсемпе пĕвесем патне туртăнаççĕ. Шел, пур чухне те шывра чăмпăлтатни ăнăçлă пулса тухмасть. Çу уйăхĕсем пуçланнăранпа çеç Чăваш Енте шывра путса вилнĕ 31 çын пулнă, вĕсенчен 5-шĕ — ачасем. Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, вĕсенчен пĕри — пирĕн районта. Кĕтне юхан шывĕнче пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Ун пек тĕслĕхсем республикăра кунсерен тенĕ пекех пулаççĕ.

Район администрацийĕ ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене граждансен пухăвĕсем ирттерсе шăрăх çанталăкра асăрхануллă пулмаллине ăнлантарма чĕнсе калать. Вăрманта çеç мар, ун çывăхĕнче те кăвайт чĕртме юрамасть. Ачасем шăрпăкпа вылясран асăрханăр, вĕсене тимлĕх ытларах кирлĕ. Типĕ курăксене ан çунтарăр. Каçхи хуралсем йĕркелĕр.

Вăрман çывăхĕнче вырнаçнă ялсемпе вăрман хушшинче 3—5 метр сухаласа пăрахассине йĕркелемелле.

Район çыннисем, вĕри те типĕ çанталăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнланăр!

Эсир явапсăрлăх мĕн тери пысăк инкек патне илсе пынине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă та лайăх пĕлетĕр. Миллиардшар тенкĕлĕх тăкак пулать, çынсен пурнăçĕ те татăлать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика