04 августа 2010 г.
Ялсем аталансах пынă. «Заветы Ильича» колхозра радиоузел тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Урам тăрăх юпасем лартса тухнă, колхозниксен килĕсене, обществăлла çуртсене проводсем кĕртнĕ (1953 çулхи июлĕн 19-мĕшĕ). «Маленков ячĕпе тăракан колхозра машинăсен шучĕ ÿссе пырать. Çак кунсенче колхоз груз турттаракан «газогенератор» йышши çĕнĕ автомашина туяннă»,— тенĕ тепĕр заметкăра. «Октябрь ялавĕ» хаçатра çырнă хыççăн рубрикăра пичетленекен материалсем малтан çапăннă критикăллă материалсем пирки йышăннă мерăсемпе паллаштарса пынă. «Паянхи кун кĕнекесем туянас енĕпе йывăрлăхсем туяççĕ. 1953 çулта Аслă Чурачăк библиотекине çеç 1000 тенкĕлĕх тĕрлĕ литература çитнĕ»,— тенĕ тепĕр вырăнта.
Халĕ йышлă ача çитĕнтерекенсем сахал. Хаçат страницисенче 5 е ытларах та ача çуратнă амăшĕсене «Ача амăшĕн мухтавĕ» I-мĕш, II-мĕш, III-мĕш степеньлĕ орденсемпе, Ача амăшĕн I-мĕш, II-мĕш степеньлĕ медалĕсемпе наградăлани çинчен пĕлтерни тăтăшах тĕл пулать. Темĕнле хĕн вăхăт пулсан та район халăхĕ шикленмен, йывăрлăха пăхман.
Паян хаçат редакцийĕ кăларса тăракан «Кĕтне» страница вырăнне 1953 çулта «Литература кĕтесĕ» тухса тăнă. П.Ялкусь, В.Долгов, Ю.Иванов, Л.Таллеров тата ытти авторсен сăввисем малтанхи кăларăмсенче пичетленсе пынă.
«Районти МТС кашни çулах çĕнĕрен çĕнĕ машинăсемпе пуянланать. 1953 çулта кăна кунта комбайн 6, кантăр вырмалли тата çапмалли машина 6, сеялка 7, культиватор 18, трактор 2 туяннă» (1953 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕ). Çакă район техника енчен пуянлансах пынине çирĕплетет.
Укçа çук, çитмест текен сăмаха халĕ кашни пуçлăхранах илтме пулать. 1953 çулта пичетленнĕ «Самообложени укçипе» заметкăпа паллашар-ха. «Тăманлă Выçли ял Совечĕ кăçал самообложени укçипе шкул çуртне юсаттарчĕ, пĕр çăл, аслă çул çинче пысăк кĕпер тутарчĕ. Çавăн пекех пушара кĕрешме кирлĕ тĕрлĕрен хатĕрсем нумай туянчĕ» (Ноярĕн 22-мĕшĕ).
1954 çулта «Хĕскĕчпе» рубрикăпа кĕске заметкăсем пичетленме пуçлаççĕ. Витĕмлĕн тустараççĕ, пичĕсене хĕретеççĕ, йăх-яхсене, йĕркене пăсакансене питлеççĕ.
Кашни номерте тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен, механизаторсен социализмла ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене палăртнисен списокне пичетлессине те пуçарса янă. Çакă, паллах, ĕçлекенсене хавхалантарнах.
Хаçатра час-часах çĕнĕ çĕре ĕçлеме, çерем çĕрсем уçма каякансем пирки çырнине асăрхатăп. Чылаййăн пулнă вĕсем, заявлени çырса хăйсен ирĕкĕпе инçе çĕре тухса каякансем.
Район хăй тĕллĕн вĕреннĕ ăстаçăсемпе яланах пуян пулнă. «Колхозник — конструктор» заметкăра «Искра» колхозра ĕçлекен Н.Ф.Никитин çул çине илсе çÿремелли радиоприемник хăй аллипех туса хатĕрлени çинчен хыпарлать (1954 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕ).
Ку çул хаçатăн пĕр кăларăмĕ 10 пус пулнă. Тираж 1380 экземплярпа тухса тăнă. Н.С.Квасов алă пусса кăларнă.
1954 çултах пирĕн район Елчĕк районĕпе ăмăртса ĕçленĕ. Ун пирки çырсах тăнă, пĕр-пĕрин кăтартăвĕсене танлаштарса панă.
Çул хыççăн çул пирĕн активлă ялкорсен хушамачĕсем хутшăнса пыраççĕ. А.Артюшкин заметкисем пичетленме пуçланă.
«Июнĕн 20-мĕшĕнче Комсомольскири вăтам шкулта пионер лагерĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Лагерьте Елчĕк, Канаш, Чкаловски тата Комсомольски районĕсенче вĕренекен пионерсем 70 ача канаççĕ» (1954 çулхи июнĕн 27-мĕшĕ). Вăл вăхăтрах лагерьсем ĕçленине палăртма кăмăллă.
Çак çулсенче Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкине чылай-йăн кайни пирки пĕлтерсех тăрать хаçат. Районта та ял хуçалăх выставки ирттернĕ. Ун çинчен çырнă статьяри цифрăсене илсе кăтартас килмест, мĕншĕн тесен вĕсем 1990—2000 çулсенчи кăтартусенчен чылай пĕчĕк. Çапах та выставка экспонатсемпе пуян пулни куç кĕретех. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă ĕнтĕ.
Источник: "Каçал Ен"