04 августа 2010 г.
Иртнĕ кунсенче Патăрьелĕнче Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсенчи прокуратура, шалти ĕçсен пайĕсенче ĕçлекенсем çур çул ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Чи малтанах канашлакансем тунă ĕçсене пăхса тухрĕç, статистика цифрисене тишкерчĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн следовательсем çур çулта 68 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 57-не пăхса тухнă. Вĕсене тишкернĕ хыççăн çакна та каласа хăвармалла: киревсĕр ĕçсене ытларах ниçта та ĕçлемен, эрех-сăра ĕçекен çынсем тунă.
Прокуратура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл — çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлесси. Январь-июнь уйăхĕсенче çул çитмен 4 ачан пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхпе тĕрĕслевсем ирттернĕ.
Çавăн пекех следстви комитечĕн сотрудникĕсем шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе иртнĕ çулсенче тунă «тĕттĕм» преступленисене те уçса панă 2 тĕслĕх пулнă.
Юлашкинчен пакунлă çынсем иккĕмĕш çур çула лартнă тĕллевсене пăхса тухнă, пĕрле тумалли мероприятисене палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"