АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

04 августа 2010 г.

Уй-хирсем тырăран та, улăмран та пушаннă. Çак пĕр енчен лайăх, тепĕр енчен савăнмаллиех те çук. Çур аки хыççăн хирсене пăхма тухнă чухне вĕсем ешĕл калчасемпе илĕртетчĕç. Шăрăх çанталăка пула тухăç начартарах пулчĕ, хăмăлсем кĕскипе улăм та сахал. Хăш-пĕр лаптăксене сарăхса кайиччен вырса илнине пула сенаж калăпăшне ÿстерме пултарнă. Çапах улăм та, утă та, сенаж та пĕлтĕрхи шайринчен палăрмаллах сахал.

«Иккĕмĕш çăкăр» уйĕсем тĕл-тĕл сарăхнă. Вăл лаптăксенчен вăрлăх валли те пулин çĕр улми тухасси иккĕленÿллĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене паянхи кун ял хуçалăх техники тата ыттисемшĕн илнĕ кредитсем пăшăрхантараççĕ. Вĕсемпе хуçалăхсем кĕркунне, тухăç туса илнĕ хыççăн татăлма палăртнăччĕ. Шаннине пурнăçа кĕртме типĕ çанталăк чăрмантарчĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсен виçĕ миллион тенкĕ кредит тÿлемелле.

Хальлĕхе 2800 гектар çинче çĕртме тунă. Шăрăх пулин те ку ĕç малалла пырать. Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсем кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Хуçалăхсен кĕркунне выльăхсене çитерме рапс е ыраш акасси пирки шутламалла. Хăш-пĕр хуçалăх, типĕ çанталăк тăрсан та, ку ĕçе пуçланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика