31 июля 2010 г.
Гитлерла Германи çарĕсем пирĕн Тăван çĕр-шыва вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕренпе 69 çул çитрĕ. Вăхăт иртет пулин те, вăрçă паттăрĕсем асрах пулмалла. Çамрăк ăру малашне те никама та манман, нимĕн те манăçман тесе татăклăнах калама пултартăр.
Петр Порфирьев, 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкасси вăтам шкулне пĕтернĕ май, юлашки экзамен тытнă. Ăсату каçне хатĕрленекен çамрăксем алла аттестат илсе малалла вĕренме çул тытас шухăш-ĕмĕтпе çунатланнă. Вăл вăхăтра пурте вăтам пĕлÿллĕ пулайман, çавăнпах 10 класс вĕренсе тухнисем хăйсене чи телейлисенчен пĕрисем тесе шутланă.
Анчах та июнĕн 22-мĕшĕ историе хура числопа кĕрсе хурлăх кунĕ пулса юлчĕ. Фашистсем пуçланă хаяр вăрçă нумай-нумай çамрăкăн çутă ĕмĕтне татрĕ. Усал хыпар çитсенех ялти мĕн пур вăй питти çын тăшманпа çапăçма пĕрин хыççăн тепри тухса кайнă. Пур ĕç ватă-вĕтĕ, салтак арăмĕсем çине тиеннĕ. Халăх, пĕр çын пек пулса, çĕрне-кунне пăхмасăр, выçă-тутăлла, уй-хирте, фермăра, килти хуçалăхра тăрăшнă. Сăр тăрăхĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсем — танк каçмалла мар окопсем — чавмалла пулнă. Çĕнтерÿшĕн, тăшмана хăвăртрах çапса аркатассишĕн вăй хунă тылрисем.
Фронта 1923—1925 çулсенче çуралнă каччăсене илсе кайма черет çитнĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче Петĕре вăрçа ăсатнă. Малтанах çамрăк салтаксем Мускав çывăхĕнче çар хатĕрĕсене, çапăçу мелĕсене вĕреннĕ. Ун хыççăн вакунсем çине çар техники тиесе Сталинград еннелле çула тухнă. Хула патне çывхарнă вăхăтра нимĕç самолечĕсем эшелон çине бомбăсем пăрахма тытăннă. Фронта çитичченех юн юхнине, çын виллине, çĕр кисреннине курма тивнĕ анчахрах салтак шинелĕ тăхăннисен.
Малалла 19 çулхи каччăн шăпи В.Чуйков армийĕн 242-мĕш зенит полкĕпе çыхăнать. Сталинградшăн ытла та вăйлă çапăçусем пулнă. Мамай сăрчĕ пĕрре совет салтакĕсен аллинче, тепре тăшмансенче пулнă. Ни-мĕçсен хăш-пĕр чаçĕсем Атăл хĕррине те çитнĕ. Чи вăйлă тытăçу сентябрĕн 13-мĕшĕнче пуçланнă. Хула — хуп-хура тĕтĕм-сĕрĕм ăшĕнче. Унта та кунта бомбăсем, минăсем, снарядсем кĕрĕслетсе çурăлнă сасă хăлхана хупланă. Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕн ним курăнми вут-çулăм йăсăрланса тăнă. Çакăн пек хаяр çапăçура Петр Порфирьев зенитчик нимĕçсен пĕр самолетне персе антарать. Тепĕр кун вăл икĕ аллине вăйлă амантать. Çав тан мар тытăçура вĕсен батарейи тĕппипех пĕтет.
Йывăр суранлă Петĕре Кемерово хулинчи госпитальте 6 уйăх сиплеççĕ, анчах алла пăшал тытма юрăхсăр пулать.
Фронтран таврăнсан П.Порфирьева колхоз правленийĕ бригадир ĕçĕсене тума шаннă. Унăн ял халăхне хавхалану парса та пулăшма тивет. Салтак пулнă ентешĕн сăмахĕсем çынсемшĕн шанчăкпа ĕненÿ çăл куçĕ пек вăй-хăват кÿнĕ.
1944 çулта вăл пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе Хусанти юридици институтне вĕренме кĕрет. Диплом илсен П.Порфирьева Куславкка район прокуратурин следовательне уйăрса лартаççĕ. Тăрăшулăхпа, ăсталăхпа, тÿрĕ кăмăлпа палăрнă ĕçченĕн ят-сумĕ, чыс-хисепĕ ÿссех пырать. Сăн ÿкерчĕкне Куславкка прокуратурин Хисеп хăмине кĕртни ахальтен мар ĕнтĕ.
1953 çулта Петр Порфирьевич Элĕк район прокурорĕн ĕçĕсене туса пыма пикенет. Хăйне шаннине саккун хуралçи тÿрре кăларать. Вăл вăхăтра прокуратура, суд ĕçченĕсене пĕр вырăнта 5—6 çултан ытла ĕçлеме ирĕк паман. Çавăнпах тĕрлĕ района çитме тивнĕ.
Етĕрнере прокурор пулăшуçинче 3 çул, Шăмăршă прокурорĕнче 4 çул тăрăшнă. Районсене пĕрлештерсен Патăрьелĕнче те вăй хунă. 1967–1979 çулсенче П.Порфирьевăн ĕçĕ-хĕлĕ Комсомольски прокуратурипе çыхăнать. Вунă çул ытла следователь тивĕçĕсене туса пырать. 1979—1988 çулсенче Петр Порфирьевич пирĕн районăн ял хуçалăх управленийĕн юрист ревизорĕнче ĕçлет, унтанах тивĕçлĕ канăва тухать. Шаннине чыслăн пурнăçланăшăн П.Порфирьева кĕçĕн советник чинне панă. Нумай вăхăт тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ юриста ятран çырнă алă сехечĕ икĕ хутчен парнеленĕ, Мухтав хучĕ те нумай унăн. Вăрçăра, тылра хăюлăхпа паттăрлăх, хастарлăх кăтартнăшăн фронтовикăн I степеньлĕ Аслă Отечественнăй, III степеньлĕ Мухтав орденĕсем, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» тата ытти медаль чылай. Паллах, П.Порфирьевăн мăшăрĕ пирки те пĕр-ик сăмах каламаллах. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапай хĕрĕпе, Мария Константиновна Исаевăпа, 1950 çулта пĕрлешнĕ. Çак самантран вĕсем пĕр çулпа утса, пĕр-пĕринчен уйрăлмасăр, кун-çула туслăн пурăнса ĕмĕрлерĕç. Йĕппи ăçта, çиппи — çавăнта тенĕ евĕр, Мария упăшкипе пĕрле вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ. Çакă, паллах, хăйне май йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Çав-çавах хĕрарăм харкашман, мăшăрĕн сăмахĕнчен тухман. Хăй вара суту-илÿре вăй хунă. Петр Порфирьевич пекех, мухтава тивĕçлĕ пулнă. Çав вăхăтрах ачисене тĕрĕс воспитани панă. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕрĕ тăван килтен ÿссе тухса кайни чылай пулать. Вĕсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă.
Мария Константиновнăн августăн 2-мĕшĕнче — 85 çулхи юбилейĕ. Шел, юратнă мăшăрĕ çак куна çитеймерĕ. Вăл 1994 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Вăрçă суранĕсене пула пурнăçĕ иртерех татăлчĕ. Пирĕн районта чылай пурăннă, ĕçленĕ П.Порфирьевăн ячĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ ĕмĕрех асра пулĕ. Çакна «Комсомольски район энциклопедийĕ» те çирĕплетет.
Источник: "Каçал Ен"