АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманта вут-кăвартан асăрханăр

31 июля 2010 г.

 

Вăрман — пуриншĕн те пуянлăх. Пуянлăх çеç мар, кану вырăнĕ те. Уçă сывлăш, сулхăн вырăн, хăйне евĕр илемлĕх кашнинех илĕртет. Çавăнпа та унтан хĕлĕн-çăвĕн çын татăлмасть. Анчах та вăл, пушарсене пула, нумай тип шар курать. Вут-çулăм тухнин сăлтавĕсем ытларах (95 процент таран) çынсен асăрханусăрлăхĕнчен килет. Туристсем вăрмана çитсен кăвайт чĕртменни пулмасть те пулĕ. Апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, çумăр айне лексен, япалисене типĕтеççĕ тата ытти те. Анчах та вут-çулăм чĕртни пур чухне те ыррипе çеç вĕçленмест. Хальхи шăрăх çанталăкра пушшех те. Çавăнпа та унта-кунта кăвайт чĕртмелле мар. Çырла, кăмпа пуçтарма, татма кайнă чухне çунакан шăрпăк пĕрчине, пируса сÿнтермесĕр ан пăрахăр. Йывăçсем каснă çĕрте кăвайт ан чĕртĕр. Торфлă вырăнта уйрăмах вут-çулăмпа усă курма юрамасть. Кăçал курăксем типсе кайнă, унта кăвайт хуни пысăк инкек патне илсе пырать. Ун пек тĕслĕхсем çĕр-шывĕпе çĕршер-пиншер пулнă. Вăйлă çил вăхă-тĕнче вара темĕнле лару-тăрăва лексен те вут-çулăмпа усă ан курăр. Кăвайт чĕртнĕ вырăна сăнасах тăрăр. Тепĕр чухне пĕр пĕчĕк çунăк татки те айккинерех вĕçсе кайса йывăç-курăка çунтарма пултарать. Кăвайта сÿнтермесĕр пăрахса ан хăварăр, шывпа сапăр е вăл вырăна тăпра пăрахăр.

Вăрманта вут-çулăма асăрхасан хăвăр вăйпа сÿнтерме тăрăшăр е пушар хуралне пĕлтерĕр.

Чи кирли – асăрханулăх. Вăрман пуянлăхĕ усăсăр вут-çулăмра ан пĕттĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика