АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

31 июля 2010 г.

 

Шел, 1942 çул хыççăнхи номерсем 1953 çулччен редакци архивĕнче сыхланса юлайман. Вăрçă вăхăтĕнче нуша курнă, ун хыççăнхи йывăр пурнăçа чăтса ирттернĕ, хуйхă-суйхă витĕр тухнă çынсем нумай пирĕн ра-йонта. Вĕсемпе паллаштарнă, ĕçĕ-хĕлне çутатнă пулсан ла-йăхчĕ те. 1953 çулта та çăмăл килмен вĕсене. Хаçат страницисене уçатăп та — колхозниксен тата ытти çĕрте вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕ уççăнах палăрать.

Молотов ячĕллĕ колхозри доярка А.Евгеньева 1952 çулта кашни ĕнерен 1447 литр сĕт суса илнĕ. Паянхи кунпа танлаштарсан, ку кăтарту пысăках та мар ĕнтĕ. Çапах та вăл вăхăтри ĕç условийĕсене шута илсен районта лайăххисенчен пĕри пулнă, мĕншĕн тесен пур ĕçе те алă вăйĕпе пурнăçланă.

Хаçатăн 1953 çулти малтанхи номерĕсенчех вăрман касас енĕпе ăнăçлă ĕçлекенсем тата юлса пыракансем пирки нумай çырнă. «Редакцие килнĕ çырусем» рубрикăпа ялсенчи çитменлĕхсем çинчен пĕлтерсех тăнă.

1953 çулта район Советне депутата суйлама тăратнă кандидатсем пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Ăна хатĕрленесси мĕнле пынине çутатсах тăнă. Суйлав февралĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ.

Вăл çулсенче автомашинăсемпе тракторсем сахал пулнă. Çавăнпа пур ĕçе те лашапа пурнăçланă. «Куллен 24 лавпа тислĕк кăлараççĕ»,— тесе хыпарлаççĕ «Дружба» колхозран.

1953 çулта çул-йĕр строительстви енĕпе колхозсем умĕнче пысăк та ответлă задачăсем тăраççĕ. «Канаш — Шăмăршă шоссе çулĕ çинче 3 километр хушши çула хăпартса çĕнĕ çул тумалла. Çак çул çинче 40 пин кубометр чухлĕ çĕр ĕçĕ тумалла. Шоссе çулне 500 метр тăршшĕ тĕпрен юсамалла. 92 пагонометр тăршшĕ çĕнĕ кĕпер, 16 километр тăршшĕ хăйăр сапса якатнă çул тумалла. 500 кубометр чул хатĕрлемелле, çавăн чухлех турттармалла...» (1953 çулхи мартăн 15-мĕшĕ). Мĕншĕн çак заметкăна туллинрех илсе кăтартрăм-ха; Вăл çулсенче çÿлерех палăртнă ĕçсене пурне те тенĕ пекех алă вăйĕпе пурнăçланă. Техника сахал пулнă, ĕçлекенсем те çитмен. Вăй питти çынсем нумайăшĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă. Унтан таврăннисем те чылайăшĕ аманнисем пулнă. Çапах та ĕçсем пынă, çул-йĕр хывнă.

«Колхозри пулăшу касси» хыпар та интереслентерчĕ. «Дружба» колхоз ватă çынсене, инвалидсене, çавăн пекех тăлăх ачасене çулленех пысăк пулăшу парать. Кăçал 9 тăлăх ачана ăшă тумтир, 7 ачана çăматă панă. 1952 çулта вăрçăра вилнĕ çынсен çемйисене 2 пÿрт лартса панă тата пÿртсене хутса ăшăтма вутă панă. Хальхи вăхăтра колхозри пулăшу кассинче 175 çын шутланать». (1953 çулхи мартăн 22-мĕшĕ).

1953 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче йĕлтĕрçĕсен «Октябрь ялавĕ» хаçатăн парнисемшĕн иртнĕ ăмăртăвне 6 команда тата 37 йĕлтĕрçĕ хутшăннă.

Паянхи вулакансемшĕн СССР министерствин Совечĕпе Совет Союзĕнчи Коммунистсен партийĕн Центральнăй Комитечĕн «Апат-çимĕçпе промышленность таварĕсен ваккăн сутмалли патшалăх хакĕсене çĕнĕрен йÿнетесси çинчен» йышăнăвĕ те интереслĕ пулĕ. Унта вуншар тĕрлĕ продукци хакне 7—20 процент таран йÿнетнĕ. Çакă, паллах, ял çыннисемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Йышăнури список питĕ вăрăм. Çавăнпа та пурне те çырса пĕтереймĕп.

Строительство ĕçĕсем те нумай тунă. Кун пирки ялкорсемпе яваплă специалистсем пĕлтерсех тăнă.

«Ленинская победа» колхозри çамрăк колхозница А.Антонова 1952 çулта çăмăл атлетика енĕпе РСФСР тата СССР чемпионĕ ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Н.Боровкова юлташ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш АССР чемпионĕ шутланса тăрать. Çавăн пекех Ю.Бобылева, шахматист П.Гладков юлташсем те республикăри чи лайăх спортсменсен шутĕнче тăраççĕ»,— тесе хыпарлаççĕ тепĕр статьяра. Вăл вăхăтрах районта ăста спортсменсем пулнă. Халĕ те вĕсене лайăх пĕлекенсем пурах ĕнтĕ. Çырса пĕлтерĕр тĕплĕнрех, шăнкăравлăр.

Кăçал Чăваш потребсоюзне туса хунăранпа кĕçех 90 çул çитет. «Ĕççыннисен пурнăçĕ лайăхланса пынă май вĕсем культура таварĕсем туянасси те ÿссех пырать. Кăçалхи 5 уйăх (1953 çул, автор) хушшинче кăна райпотребсоюз 105 велосипед 74 пин те 12 тенкĕлĕх сутнă». (1953 çулхи июнĕн 14-мĕшĕ). Халĕ çакăн чухлĕ автомашина сутăнать пулĕ.

Кăçал шăрăх çанталăк тăрать. Пурте выльăх апачĕ çителĕксĕр пулни çинчен калаçаççĕ. Чăнах та, пĕр çул ÿсекен курăксем те, нумай çул ÿсекеннисем те çитĕнеймерĕç. «Октябрь ялавĕ» хаçата пăхса ларнă май «Вĕлтрен çулаççĕ» заметка куç тĕлне пулчĕ. «Красная звезда» колхоз членĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли çулсеренех нумай вĕлтрен çулса типĕтеççĕ. Кăçал та колхозра çак ĕç ăнăçлă пуçланчĕ. Пурĕ 100 центнер вĕлтрен çулса типĕтме палăртнă, паянхи куна 50 центнер çулнă» (1953 çулхи июнĕн 21-мĕшĕ). Типĕ çанталăк тăрать пулин те, çак çум курăк юнашарах ешерет. Халĕ хатĕр курăкпа усă курма хăнăхнă та ăна шута та илместпĕр.

Июнĕн 28-мĕшĕнче Комсомольскинче Акатуй пулнă. Вăл Ленин ячĕллĕ колхоз утарĕнчен хĕвел тухăçнерех вырнаçнă çерем çинче иртнĕ. Яланхи пекех юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем пулнă. Ку уяв пирки мĕншĕн уйрăм палăртрăм-ха; Вăл — малтан ирттернисенчен пĕри. Куракансене «автанла çапăçни» вăйă кăмăла кайрĕ» тенĕ те, ун чухне пуçласа ирттернĕ-ши текен шухăш та пулчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика