АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă та сăваплă ĕç

31 июля 2010 г.

 

Кĕçĕн Каçал ялĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче Донор кунĕ иртрĕ. Юн пама яланхи пекех чи хастаррисем килчĕç. Вĕсен йышĕнче пурĕ 34 çын пулчĕ.

Çултан-çул çак ырă та сăваплă утăма тума, паллах, никама та хистеме çук. Пĕри, тен, чирлет, тепри шăрăх çанталăка пула хăйне начар туять, виççĕмĕшĕ вара Донор кунĕ пирки илтмесен те пултарнă.

Юн парасси — чи сăваплă ĕçсенчен пĕри. Хамăр хастар донорсене палăртса, тав сăмахĕ каласа мухтас килет. Уйрăмах асанкассисем çулсерен активлă хутшăнаççĕ. Светланăпа Зоя Волковăсене, Таня Пыркинăна, Лариса Ивановăна пархатарлă утăмшăн палăртмаллах тесе шутлатăп. Кĕтне Пасарĕнчен Николай Яковлев кашни çулах пирĕн пата çак кун килме вăхăт тупать. Кĕçĕн Каçал каччисем Серей Ефремовпа Дима Шалин та донорсен йышĕнче пулма кăмăл турĕç. Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕсем Н.Козлова (Асанкасси), Е.Михайлова (Хырхĕрри), Н.Хлебникова (Вăрманхĕрри Чурачăк) хăйсем те айккинче юлмарĕç. Юн паратăн — çын пурнăçне çăлатăн.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика