31 июля 2010 г.
Кăçал вырмара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен пуçтарса илмелли лаптăкĕ пысăках мар. Хăш-пĕр хуçалăх вĕсене, типсе кайиччен, сенажа янă. Чылайăшĕ мĕн çитĕнсе çитнине пуçтарса кĕртнĕ. Пулсах çитменнисем çеç юлнă темелле.
Шăрăх çанатлăка пула нумай çул ÿсекен курăксем иккĕмĕш хут çитĕнеймерĕç. Çавăнпа та специалистсем рапс, ыраш акма сĕнеççĕ. Çумăр çусан кĕркунне выльăхсене валли симĕс апат пулĕ.
Районĕпе июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне 2 пин гектара яхăн кĕрхи çĕртме тунă. Ку ĕç «Урожай», «Труд», «Восток», «Рассвет», «Искра», «Слава» хуçалăхсенче уйрăмах лайăх пырать. Ыттисем те çак енĕпе ĕçлеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"