28 июля 2010 г.
Çулла — каникул, отпуск вăхăчĕ тетпĕр. Анчах та вăтам тата аслă шкул пĕтерекенсемшĕн вăл питĕ хĕрÿ тапхăр. Пĕрисем вĕренме ăçта каясси çинчен шутлаççĕ, теприсем — дипломлă çамрăк специалистсем — хăвăртрах ĕç шырама пикенеççĕ. Студент ятне илнисем çуллахи сесси хыççăн хăйсен кану вăхăтне мĕнле ирттереççĕ-ши тесе кăсăклантăм.
Андрей Андреев, Чăваш патшалăх университечĕн IV курс студенчĕ:
— Практикăна вĕçлесе яла килтĕм. Пĕр уйăх канмалăх вăхăт çителĕклех. Вĕренÿ нихçан та çăмăл ĕç пулман. Эпĕ «парăмсемпе» пурăнма юратмастăп. Занятисене кашни кунах çÿретĕп. Студент сакки çинче ларнăранпа виçĕ çул мĕнле иртсе кайнине сиссе те юлаймарăм.
Шăрăх çанталăкра хулара пурăнма тата та йывăр пек туйăнать. Уйрăмах асфальт шăрши пуçа ыраттарать. Ялта вара сывлăш уçă, çил те вĕрет. Кунта лайăх.
Оксана Яндрова, ял хуçалăх академийĕн III курс студенчĕ:
— Тăван килтен аякра хам юратакан чĕр чунсемшĕн те питĕ тунсăхлатăп. Яла таврăнсан йытă, икĕ кушак манран ниçта юлмасăр çÿреççĕ, хăйсен чĕлхипе тем каласа параççĕ. Пĕр япалана çеç ăнланатăп: мансăр вĕсене кичем. Ахальтен мар хамăн пулас профессие вĕсемпе çыхăннине суйласа илтĕм. Бюджет шутĕнчен вĕренетĕп, çавăнпах экзаменсене ăнăçлă тытса стипенди илме тăрăшатăп. Вĕренме çăмăл теме çук. Преподавательсем те тĕрлĕрен. Пĕри сана пулăшасшăн пулсан, тепри «такăнтарма» тăрăшать пек туйăнать.
Каникулта пĕр уйăха яхăн кантăм. Йăлăхрăм тесе калас килмест.
Лена Чапрасова, ял хуçалăх академийĕн II курс студенчĕ:
— Пĕр çул Шупашкарта пурăнса куртăм. Вĕренме мана питĕ килĕшет, анчах пĕрех май тăван киле чун туртать. Юрать-ха аппа юнашар, вăл хавхалантарса вĕрентсе пычĕ. Профессие алла илсен банкра ĕçлеме ĕмĕтленетĕп. Хальлĕхе вара маншăн пурте уçăмлах мар. Практикăна кайма пуçласан нумай çĕнĕлĕхпе паллашассăн туйăнать. Халĕ, каникулта, килте питĕ лайăх. Кăçал утă-курăк сахал, çавăнпа та ĕçĕ те çукрах. Мана ялта пурăнма ытларах килĕшет. Килте компьютер пур. Хам кăмăллакан фильмсене пăхма вăхăт çителĕклех. Тĕрлĕ вăйă выляма килĕшет мана. Юлташсемпе, тăвансемпе электронлă почта урлă çыхăнатăп. Вăхăта ахаль ирттерместĕп. Сывлăхшăн та, тавра курăмшăн та усăллă пултăрччĕ тетĕп.
Ирина Рипанова, РГСУ, III курс студенчĕ:
— Студент пулса тăни икĕ çул иртрĕ. Вĕренÿре ку таранччен пур дисциплинăпа та «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыратăп. Çакă хама та, атте-аннене те питĕ хавхалантарать. Студент пулма йывăрах пек туйăнмасть. Ку хамăртан нумай килет. Сессирен сессие çеç пурăннипе çирĕп пĕлÿ пулаймĕ. Халĕ тăрăшни кайран, ĕçлеме пуçласан, питĕ кирлĕ пулать тесе шутлатăп.
Тăван килте лайăх ĕнтĕ. Атте-анне юнашар, сĕтел çинче — хатĕр апат. Пĕрле вĕреннĕ ачасемпе те курса калаçма вăхăт çителĕклĕ.
Каникула усăсăр ирттерместĕп. Хамăр лавккара сутуçăра ĕçлетĕп. Çакă, паллах, пулас экономистшăн пĕртте ытлашши мар.
Наташа Салаева, Чăваш патшалăх университечĕн электромеханика факультетне вĕренсе пĕтернĕскер:
— Хĕрлĕ диплом çине пăхатăп та хамăнах-ши тетĕп. Паянтан эпĕ — инженер! Электроустановкăсемпе ĕçлемелли çын тесе ăнлантаратăп ватă асаннепе кукамая (вĕсене ăнкарса илме йывăртарах пуль çав). Пĕрремĕш курсра хăвăртрах аслисем пек пулас килетчĕ. 5 çул ытла нумай вăл теттĕм. Вăхăт вара ним систермесĕр иртсе кайрĕ. Питĕ шел, манăн татах вĕренес килет. Юлташсемсĕр, ушкăнра эпир виçĕ хĕр пулнă, ыттисем — каччăсем, халех тунсăхлатăп.
Вĕренни пурнăçра питĕ кирлĕ. Атте-анне укçине шанса аслă шкула кĕмелле мар тесшĕн эпĕ, мĕншĕн тесен практика занятийĕсенче, экзаменсенче, семинарсенче студентăн пĕлÿ шайĕ мĕнле пулнине преподавательсем тÿрех тавçăрса илеççĕ. Ăслăлăх гранитне кăшлайман çамрăк вара хăй ирĕкĕпе е кăларса янипе студент пулма пăрахать. Халĕ эпĕ хăвăртрах ĕçе кÿлĕнесшĕн. Шупашкарта тĕпленме ĕмĕт пур. Ытти çĕре чун туртмасть.
Çамрăксене яланах ăнăçу, туслăх, тавçăрулăх сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"