28 июля 2010 г.
«Хамăр ялти шкулта вĕреннĕ чухне ачасен сывлăхне тĕрĕслеме районти больницăран врачсем килетчĕç. Пурте шурă халат тăхăннă, пуçĕ çине шап-шурă калпак лартнă. Вĕсене курсан манăн та медсестра пулас килетчĕ»,— ача чухнехи ĕмĕчĕсене ăшшăн аса илет Светлана Николаевна.
1969 çулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн С.Волкова Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Виçĕ çул ним сисĕнмесĕр иртсе каять. Халь вăл — медсестра. Малтан Светлана Николаевна Шупашкарта сывлăх сыхлавĕнче, каярахпа районти больницăра, васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлет. Çакăнта, пултаруллă врачсемпе юнашар пулса, вĕсенчен чирлĕ çынсене мĕнле сыватмаллине вĕренсе пырать, хăйĕн пĕлĕвне ÿстерет, ăста-лăхне туптать.
Унтан ăна Хырай Ĕнел фельдшер пунктне ĕçлеме куçараççĕ. Питĕ яваплă ĕçе кÿлĕнет Светлана Николаевна: унăн ялти кашни çын сывлăхĕшĕн тăрăшмалла-çке-ха. Профилактика ĕçне те вăхăтра, йĕркеллĕ туса пымалла.
Ачасене тĕрлĕ чир-чĕртен прививка тумалла-и, медпункта килнисене йышăнмалла-и, хăшне-пĕрне сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çинчен ăнлантармалла-и – пурне те туса ĕлкĕрет хастар сиплев ĕçченĕ. 24 çул, тивĕçлĕ канăва кайичченех, вăй хурать вăл тăван ялта.
Ĕçне кура — хисепĕ, теççĕ халăхра. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна темиçе хутчен те Комсомольски район тĕп больници Хисеп грамотисем парса чыс тунă.
Тивĕçлĕ канура пулсан та Светлана Николаевна Волкова Хырай Ĕнел шкулĕн автобус водительне ирсерен рейса тĕрĕслесе кăларса ярать. Ĕçе тĕплĕ, вăхăтра, юратса туса пынине кура ăна Хырай Ĕнел вăтам шкул дирекцийĕ те Хисеп грамотипе хаклă парнесем парса чысланă.
Ял-йыш хисеплет Волковсене. Светлана Николаевна мăшăрĕ, Леонид Владимирович, 40 çул ытла тăван колхозра шоферта ĕçлет.
«Эпир тăрăшуллă, хастар пулмасан, тăван ял чысне кам çĕклĕ;»— çак шухăш яланах канăç паман Л.Волкова. Уй-хирте çурхи ĕçсем пынă чух е хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшаççĕ ял çыннисем. Кашни минут хаклă вĕсемшĕн: вăхăтра акса хăвармалла, пулса çитнĕ тыр-пула тăкаксăр пуçтармалла.
Леонид Волков ытти шоферсене яланах ырă тĕслĕх кăтартать. 1976—1981 çулсенче «Россия» колхоз (ун чухне Хырай Ĕнел çак хуçалăха кĕнĕ) унăн çамрăк пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă. Вăл 3 хутчен 9-мĕш пилĕкçуллăхăн ударникĕ, 2 хутчен социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи хисеплĕ ятсене çĕнсе илнĕ. 1981 çулта ăна «Хисеп палли» орден та парса чысланă.
Л.В.Волков професси ăсталăхне çултан-çул ÿстерсех пырать.
Ĕçчен мăшăр килĕштерсе пурăнать.
Источник: "Каçал Ен"