АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

28 июля 2010 г.

 

Фронтран килнĕ тепĕр çыру та кăсăклă. Унăн сыпăкне ним улăштармасăр илсе кăтартатпăр: «Эпир халь нимĕçсем вăхăтлăха пулнă вырăнта тăратпăр. Кунта нимĕç оккупанчĕсем киличчен аслă ял пулнă. Халĕ çав аслă ял вырăнне çуннă пÿртсен кăмакисем çеç тăрса юлнă. Кунта нимĕçсем 507 килрен 484 киле çунтарса янă... Çулпа иртсе пыракан автомашинăсем чарăнсан 16 çамрăк ачасене куртăмăр. Вĕсем пурте 10—12 çитнĕскерсем кăна, аллисене чĕркенĕ. Вĕсен икĕ аллине те бандитсем хул сыппине çитичченех пуртăпа касса татнă... Вĕсем 3—4 çулхи ачасене вут ăшне пăрахнă. Анчах çав тискер ĕçсене эпир манас çук. Бандитсем хăйсен ирсĕр ĕçĕсемшĕн пуçĕпех тÿлĕç. Йытăсене — йытă вилĕмĕ. Г.Воробьев». (1942 çулхи мартăн 18-мĕшĕ).

Тепĕр çыру: «Эпир питĕ нумай трофейăсем тытса илетпĕр. Тăшмана кашни утăмрах пĕтеретпĕр. Тăван çĕршывшăн хамăр пурнăçа шеллемесĕр çапăçатпăр. Н.Каюков» (1942 çулхи мартăн 14-мĕшĕ).

Чĕчкенри «Игенче» колхоз активĕ «Осовиахим Чувашии» звенине тума 600 тенкĕ ытла пуçтарни çинчен хыпарлать пирĕн хастар ялкор Х.Минетуллин. Апла пулсан вăл мĕн пĕчĕкренех хаçатпа туслă пулнă.

1942 çулта «Октябрь ялавне» 1900—1700 экземпляр çырăнса илнĕ. Чи малтанах халăх вăрçăри лару-тăрăва пĕлесшĕн пулнă ĕнтĕ. Вăл вăхăтра кашни килте радио пулман. Çавăнпа пĕтĕм хыпара район хаçачĕ пĕлтернĕ. Постановленисем, указсем тата ытти документсем унта пичетленнĕ, Совет информаци бюровĕн хыпарĕсенчен вăрçă хи-рĕнчи сводкăсене, Хĕрлĕ Çар мĕнле çапăçусенче çĕнтерÿсем тунине пĕлнĕ. Вăл вăхăтра В.А.Андреев тĕп редакторта ĕçленĕ. Районти лару-тăрупа хаçат тĕплĕн паллаштарса тăнă.

Вăрçа кайнă ар çынсем вырăнне хĕрарăмсем юлнă. «Коммунистка ертсе пыракан колхозра» статьяра М.Школьникова Красин ячĕпе тăракан колхоз председателĕ чылай çул ĕçлемесен те ăнăçусем туни пирки хыпарлать. «Райпромкомбинат супăнь туса кăлармалли производство уçма хатĕрленет» теççĕ тепĕр заметкăра. Вăрçă вăхă-тĕнче те çĕнĕрен пĕр-пĕр япала туса кăларма пуçланине мĕнле ырламăн; Пионер лагерĕнче 20 кун хушши канни пирки пĕлтерни те интереслĕ. 1942 çулта та ачасем пирки манса кайман иккен.

Куç тĕлне лекнĕ сăвва вулакансем патнех çитерес килчĕ. «Çĕленсене вилĕм» хайлавăн авторĕ — Кашкăр Микули.

«Çĕлен-калта фашистсем

Хĕрлĕ Çара çĕнеймĕç,

Килсе лекрĕç ак вĕсем

Чĕрĕ пуçпа кайаймĕç.

Çын çиенĕн — Гитлерăн

Пуç ĕçленĕ, мĕскĕнĕн,

Килчĕ кунта ултавлăн,

Хăй пĕтессе сиснĕ-мĕн.

Юншăн — юн! Вилĕмшĕн — вилĕм!

Чĕнÿ пирĕн çакăн пек.

Пырса çапĕ хĕрлĕ çиçĕм,

Гитлер шăрши юлмĕ тек».

(1942 çулхи июлĕн 11-мĕшĕ).

«Хирти Выçлинчи Сталин ячĕпе тăракан колхоз çил арманĕ вăйĕпе молотилкăна ĕçлеттерсе авăн çапас ĕçре усă курма тытăнчĕ. 2 лашаллă молотилкăпа ĕçлесе кăна кашни кун 30—40 центнер тырă çапаççĕ»,— тет тепĕр хыпар пĕлтерсе Падюков ялкор. Çак паха опытпа ыттисене те усă курма сĕнет.

Колхозсенче ĕçленĕ вăхăтрах культура ĕçченĕсем те вĕсем çинчен манса кайман. «Чăвашсен иккĕмĕш колхоз театрĕ августăн 21-мĕшĕнче Комсомольскинче 3 пайлă концерт лартса пачĕ»,— тет хаçат тепĕр заметкăра.

«Хаклă земляксем! Хĕрлĕ Çар нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçса иккĕмĕш хĕле кĕчĕ. Халĕ ĕнтĕ фашистсен мĕн пур планĕсем арканчĕç. Колхозниксемпе колхозницăсем, нимĕç захватчикĕсене хăвăртрах пĕтерсе тăкса çĕнтерÿ тума ял хуçалăхĕнчи ĕçсене тата лайăхрах туса пырăр. Хăвăрăн мĕн пур вăя фронта пулăшнă çĕре парăр. Ĕçре дисциплинăллă пулăр... Совет Союзĕн Геройĕ Геннадий Габайдуллин» (сăн ÿкерчĕкре) (1942 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕ). Вăрçă хирĕнче пулсан та вăл тăван район çыннисене манман. Çĕнтерÿ тылра мĕнле ĕçленинчен нумай килнине ăнланнă. Унăн çырăвĕ ял халăхне хавхалантарнах. Вăл вăхăтра капла та çĕнтерÿшĕнех ĕçленĕ-ха. Çапах та Совет Союзĕн Геройĕн сăмахĕсен витĕмĕ пулнах.

Хаçат вăрçăн малаллахи çулĕсенче мĕнле ĕçлени, вăр-çăра çапăçакан ентешсен паттăрлăхĕ пирки малашне те çырсах тăнă ĕнтĕ. Фронтра йывăр лару-тăру пулнă пулин те пирĕн районтан кайнă çынсем çĕнтерÿшĕн çапăçнă. Кăткăс вăхăтра та хаçат тухма пăрахман, пурне те çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарса тăнă, хавхалантарса пынă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика