АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăр йывăрлăхра, вĕсемпе тимлĕрех пулмалла

28 июля 2010 г.

 

Кăçалхи çуллахи çанталăк условийĕсем хурт-хăмăр отраслĕшĕн çăмăл мар (йывăр тесех каламалла) лару-тăру кăларса тăратрĕç. Ытти çулсенче хуртсем, пĕтĕмĕшле илсен, хирти, улăх-çаранти тĕрлĕ ÿсен-тăранран пыл пуçтарнă. Çакă уйрăмах Элĕк, Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ, Канаш, Комсомольски районĕсенче палăрать. Çĕ-мĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Пăрачкав, Улатăр районĕсенче вара çăка чечеке ларнă вăхăтра хуртсем чылай ĕçлени курăнчĕ. Комсомольскисене те вĕсен шутне кĕртни вырăнлă пулĕ.

Кăçалхи ытла та вăрăма тăсăлса кайнă шăрăх çанталăк çуркуннеренпех сахал пулнă тăпрари нÿрĕк шайне тата та хăвăрт чакарса хучĕ. Çĕр типсе, çурăлса пĕтрĕ, ÿсен-тăран аталанса вăй илеймерĕ. Çакă, паллах, сĕткен (нектар) кăларассинче вĕсемшĕн чăрмав пулса тăчĕ. Утарсенче тулăх пыл илесси нумай чакрĕ. Çав вăхăтрах хуртсем пыл пуçтарасси айлăмлă вырăнсенче аванрах пулни палăрать, мĕншĕн тесен унта ÿсен-тăрансемшĕн нÿрĕк кăштах пур. Хура вăрмансенчи нумай çулхи çăкасенчен те хуртсем пыл аванах пуçтарма пултарчĕç.

Республикăри нумай районта хуртсем кăçал çăкалăха 3—5 кунран ытла вĕçеймерĕç. Ытти çулсенче вара вĕсем ун пылне 12—14 кун хушши пуçтаратчĕç. Тĕрĕслесе виçсе пăхнă тăрăх талăкра вĕллесенчи пыл 3—6 килограмран ытла хутшăнса пыраймарĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: çуркуннеренпех вăрăма тăсăлакан шăрăх çăкасене иртерех чечеке ларма хистерĕ. Сăмахран, Етĕрне районĕнче вĕсем июнĕн 23-мĕшĕнчех чечек çурчĕç. Çакăн пек лару-тăрăва чылай хурт çемйи хатĕрленсе ĕлкĕреймерĕ. Çуллахи кунсенче ĕçлеме вăй пуçтарса çитереймерĕ. Иртерех пыл пуçтарма вăйлă хурт çемйисем анчах пултарчĕç. Вăтаммисем тата начаррисем ÿсен-тăран сĕткенне пуçтарма хутшăнаймарĕç тесен те юрать. Пĕтĕмлетсе каласан, пыл пуçтарса илесси, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çурри кăна пулать. Хирти, вăрмансăр зонăри районсенче унтан та сахалтарах пуласса кĕтмелле.

Пыл пуçтарса илессипе кăçал чи тухăçсăр çул пулчĕ тейĕпĕр. Анчах та хурт-хăмăр-çăсемшĕн, утарçăсемшĕн татах ты йывăртарах лару-тăру сиксе тухни куç умĕнчех. Вăл — хурт-хăмăра çитес хĕле хатĕрлесси тата хурт-хăмăр çемйисене сыхласа хăварасси. Кăçалхи шăрăх çанталăк курăк, улмуççи пыйтине, çулçă хăнкăлине тата хурт-хăмăршăн сиенлĕ ытти хурт-кăпшанка ĕрчесе кайма чи лайăх условисем туса пачĕ. Анчах та ку тапхăрта хуртсем çав çулçă (падевый) пылĕ пуçтармаççĕ, мĕншĕн тесен сивĕ хĕл, çуллахи вăрăма тăсăлнă шăрăх çанталăк вĕсене аталанма чăрмантарчĕç. Нÿрĕк çуккипе типсе кайма пуçланă ÿсен-тăрансенче те асăннă сиенлĕ хурт-кăпшанкă вăй илсе ĕрчеме пултараймарĕ. Çулçăра нÿрĕк сахаллипе курăк пыйтисене аталанма тата пурăнма клетка сĕткенĕ çитмест. Эпир шăрăх тăракан çанталăкра хуртсем çулçă пылĕ ытларах пуçтараççĕ пулĕ тенĕччĕ. Пурте пĕлетĕр — вăл хуртсене хĕлле апатланма юрăхсăр. Тепĕр енчен, çулçă пылĕ вырăнне сахăрпа усă курма тиветчĕ. Паян вара унăн хакĕ те ÿссе кайрĕ. Çак кунсенче вĕллесене ÿсен-тăран сĕткенĕ те (нектар), чечек тусанĕ те (пыльца) пырса кĕмест. Çакă хуртсем чечек тусанĕпе тăранайманнипе çамрăк хуртсем сахалланасси патне илсе пырать. Тепĕр енчен, вĕллесенчи температура пысăккипе хуртсем кирлĕ таран микроклимат тытса тăраймаççĕ. Çавăнпа çăмартасем типсе каяççĕ, вилеççĕ. Унсăр пуçне, хурт амисем икĕ çултан аслăрах пулсан, çăмарта хурассине маларах пăрахаççĕ. Кун пек çемьесенче хуртсен йышĕ сахалланать, вĕсене хĕл каçма йывăр пулать. Тĕрĕсрех е пĕр сăмахпа каласан, кун пек хурт çемйисем вилсе пĕтеççĕ.

Апла пулсан, çÿлерех каланине асра тытса хурт-хăмăрçă, утарçă çавăн пек условисенче хуртсене мĕнлерех майсемпе пулăшма, çăлса хăварма пултарать-ха.

Пĕрремĕшĕ — вĕллесене кĕтмен çĕртен çулçă пылĕ килме тытăнма пултарассине шута илсе, магазинсен надставкисене июль вĕçленичченех тытса тăма сĕнесшĕн. Вĕллесене ытлашши ăшăнса каясран сыхламалла. Иккĕмĕшĕ — икĕ çултан аслăрах амасене пĕр тăхтаса тăмасăр улăштармалла. Çамрăк амасем активлăрах тата нумай вăхăтлăха çăмарта хурассипе палăрса тăраççĕ. Виççĕмĕшĕ — амасене çăмарта хума хавхалантарас тĕллевпе хушма апат çине (сироп) витаминлă минераллă препаратсем (ковитсин, пчелодар, пчелка, апивитаминка тата ыттисене те) хушса памалла. Çав вăхăтрах хушма апат шайне те ÿстерсех пыма манмалла мар. Кунта вара утарçăсем, хурт-хăмăрçăсем инвертироваллă сиропа анлăн усă курма пултараççĕ. Вăл кĕркуннехи çамрăк хуртсене вăйлăрах ĕçлеме анлă майсем туса парать. Препаратсене утарсенчи поилкăсенче ирĕлтерме пулать. Тăваттăмĕшĕ — хатĕр сироп çине унăн шайĕн 20 проценчĕ чухлĕ вĕтетнĕ чечек тусанĕ е перга хутăштармалла. Çакă кĕркуннехи хуртсенче белок шайне ÿстерме пулăшĕ. Пиллĕкмĕшĕ — профилактикăлла тĕллевпе хĕл каçма ха-тĕрленĕ хурт-хăмăр çемйине пилĕк литртан кая мар нозематпа пĕрле сироп çитермелле. Çакă хĕлле тата çуркуннене хирĕç хуртсене варвиттинчен сыхлĕ. Паллах, вируссене хирĕç кĕрешме май паракан препаратсем (антивир, вирусан, эндоклюккин) усă курни те вырăнлă пулĕ. Сăвăссемпе кĕрешмелли пирки те манмалла мар. Хурт-хăмăра хĕлле сыхласа хăварас, тепĕр сезона тĕрĕс-тĕкел тухас тесен, çак сĕнÿсене кашни утарçăн, хурт-хăмăрçăн пурнăçламаллах. Хурт-хăмăр ĕçченсене, хăйне тăрăшса пăхакансене юратать. Кашни ĕçе вăраха ямасăр, хăй вăхăтĕнче пурнăçламалла. Çавăн чухне вара вĕлле хурчĕ ылтăн хурт шайне çитсе туллин ĕçлĕ.

Г.Максимов.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика