АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Миçен эпир, мĕнлерех пурăнатпăр

28 июля 2010 г.

 

Чăвашстата 2 миллиона яхăн е 13 тонна çырав бланкĕ, меро-приятие хутшăнакансем валли удостоверени хучĕсем, ятарлă ручкăсем тата портфельсем илсе килнĕ ĕнтĕ. Çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ ĕç ирттерме 5700 ытла çын суйласа илмелле. Вĕсем — участок заведующийĕсем, инструкторсем, çыравçăсем. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта ку тивĕçе пурнăçлама аслă шкулсенче ăс пухакан 1600 çамрăк кăмăл тунă.

2002 çулта суйласа илнĕ сăнавпа усă курнă чух халăхăн 75 процентĕнчен кĕске бланк тăрăх ыйтнă, 25 проценчĕ анлă листа хуравланă. Унсăр пуçне халĕ çынсем мăшăрланура пулнине, чĕлхесене пĕлнине тĕплĕн тишкереççĕ. Специа- листсен потенциалне уçăмлатас тĕллевпе аслă пĕлĕвĕн шайне — бакалавр, специалист, магистр пулнине тата ăслăлăх степенĕ илнине пĕрремĕш хут уйрăммăн палăртаççĕ. Пурнăçа тытса пыма кирлĕ çăл куçпа çыхăннă ыйтусене ку хутĕнче анлăлатнă. Вăл икĕ пайран тăрать: пĕтĕм çăл куç тата чи пĕлтерĕшли, тĕп никĕс шутланаканни. Тепĕр çĕнĕлĕх — республикăра пурăнакансем интернет сечĕпе мĕнле усă курнине палăртни.

Çыравçă юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ çитмесĕр çынсенчен ыйтса пĕлмест. Урăхла каласан вĕсем патне унчченхи пек маларах пырса тĕл пулу пирки калаçса татăлмасть. Çырав ыйту-хурав мелĕпе иртет, кун пек чух сăмаха документпа çирĕплетме тивмĕ. 14 çул тултарнă çамрăксем хăйсем пĕлтереççĕ, пĕчĕкреххисемшĕн ашшĕ-амăшĕ е тăванĕ хуравлать.

Енчен те гражданин çыравçа хваттере кĕртес темест тĕк — вăл хăй стационар участокне кайма пултарать. Ун пеккисене республикăра 627 йĕркелеççĕ. Телефонпа та пĕлтерме юрать.

2010 çулхи çырава пĕтĕмпе 6 пине яхăн çын хутшăнать. Кашни çыравçăн юпа уйăхĕн 14—25-мĕшĕсенче 400 гражданпа тĕл пулма тивет. Çак тапхăршăн вĕсене ВСК çуртĕнче инкек-синкекрен тата чир-чĕртен вăтамран 20 пин тенкĕлĕх страхлаççĕ.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн кăçалхи çыравне ирттерме хатĕрленнипе пĕрле статистика орга-нĕсен федераци саккунĕпе тата Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕ-шÿллĕн çитес çул 2010 çулхи кăтартусем тăрăх пĕчĕк тата вăтам предпримательлĕх субъекчĕсен пĕтĕмĕшле тĕрĕслевне ирттермелле. Йĕрке тăрăх пилĕк çулта пĕр хут пулмалла вăл. Раççейре вара пуçласа йĕркелеççĕ.

Юридици тĕлĕшĕнчен йĕркелемесĕр предприниматель ĕçне кÿлĕннĕ уйрăм çынсене тата юридици вăйĕнче тăракансене унта хутшăнтарма палăртнă. Предпринимательлĕхĕн çакăн йышши субъекчĕсем пирĕн республикăра 61 пине яхăн, вĕсечен 46 пинĕшĕ — уйрăм бизнесмен.

Пĕчĕк предприятисем МП-сп "-лĕ) тата харпăр хăй ĕçне йĕркеленисем (1 " — предприниматель) валли статистика сăнавĕн формисене çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Отчетсене 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çитер- мелле.

Чăннипех ĕçлекен хуçалăх субъекчĕсене туллин тупса палăртни пĕлтерĕшлĕ. Статистика органĕсем патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата ытти организаципе пĕрле ĕçлесен кăна çакна ăнăçлă пурнăçлама май килĕ. Федерацин налук службипе, Раççей Пенси фончĕпе, федерацин экономикăн тивĕçлĕ сферинче йĕркелесе тăракан тата унăн ĕçĕ-хĕлĕн уйрăм тĕсне лицензилекен ытти тытăмĕпе те çыхăну тытмаллах паллах.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе пĕтĕмĕшле майпа кăна усă курĕç, харпăр хăй кăтартăвĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă саккун тăрăх предпринимателĕн е юридици вăйĕнче тăраканăн ĕç-хĕлне пайăррăн палăртмĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика