АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывсăр пурнăç çук

24 июля 2010 г.

Чылайранпа çумăр çуманни çырмасене, пусăсене типпе хăварчĕ. Юлашки çулсенче ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ хăйсен хуçалăхĕсенче пусă чавса тăккаланни те пулăшмасть халĕ.

Шыв пахчари ÿсен-тăран шăварма мар, выльăх-чĕрлĕх валли те çитсе пымасть. Çыннăн тата апат-çимĕç хатĕрлемелле, мунча хутса кĕмелле, кĕпе-йĕм çумалла. Этем организмĕ хăех 60—70 процент шывран тăрать пулсан, пурнăçшăн вăл çав тери кирлĕ шĕвек пулни паллă. Анчах хамăра ĕçме те çук-ха вăл! Ирĕксĕр ăна шырама лекет. Те кÿрше каçсан лайăх (унăн та сахал пулĕ), те колонкăсем патне çул тытмалла; Пăрăхпа килекен шыва ăсакансем ыттисене парасшăн мар, эпир уншăн укçа тÿлесе тăратпăр теççĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, типпе тăрса юлнă уйрăм хуçалăхсен; Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ евĕр, хăшĕ-пĕри пусă тĕпне татах тарăнлатма шутлать. Теприсем шыв шыраса цистернăпа шыв уçлакан башньăсем пур вырăнсене, фермăсене çитеççĕ. Çăлăнăç çулне кашниех хăйне май суйлать.

Шывпа çăкăр пулсан пурăнма пулать тенĕ ĕлĕкрен. Шалкăм çумăр çуни çеç пире пулăшу пама пултарать халĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика