24 июля 2010 г.
А.Е.Долгова, Нĕркеç ялĕнче çуралнăскер, вăтам шкул хыççăн Комсомольски райпо йĕркеленĕ сутуçăсен ултă уйăхлăх курсне пĕтернĕ. «Пĕчĕкренех лавкка «хуçи» пулма ĕмĕтленеттĕм, анчах хам шухăша ыттисене калама вăтанаттăм. Пĕррехинче вĕрентекен ÿссен кам пулассине ыйтсан хам шухăша пĕлтер-нĕччĕ»,— аса илчĕ хăйĕн ачалăхне вăл.
Каярахпа çамрăк хĕр тăван ялта ĕçе пикенет. Паянхи кун та нĕркеçсем Антонина Егоровнăна ырăпа аса илеççĕ.
Çулталăкран Тоня районти тĕп больницăра бухгалтер кассирта тăрăшать.
Сутуçă профессине суйланă хĕр 1980 çулта райпо тытăмне куçса «Гастроном» магазинта вăй хума тытăнать. А.Е. Долгова 1986 çултанпах «Мебель» магазинта, халĕ суту-илÿ çур-тĕнче халăха сĕтел-пуканпа тата ытти таварпа тивĕçтерес ĕçре тăрăшать. «Сăпайлă, тавар туянакансемпе яланах кăмăллă»,— теççĕ ун пирки.
Ĕçне кура — хисепĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Антонина Егоровнăна тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн пĕр хутчен кăна мар Хисеп хучĕпе, хаклă парнепе чысланă.
— «Мебель» пайăн сутуçисем саккаспа тÿрремĕн ĕçлеççĕ. Тавар туянаканăн кăмăлне вăхăтра тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ вĕсем. Правлени лартнă плансене тултарса пырса ыттисемшĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ,— терĕ сутуçăсене ырласа Комсомольски райпо тĕп бухгалтерĕ С.Ф.Кокорева. — Пĕр вырăнта нумай çул ĕçлекенĕн опыт та хутшăнсах пырать, ăсталăх та ÿсет.
...Антонина Егоровна Владимир Ивановичпа 1979 çулта пĕр çемье чăмăртанă. Çут тĕнчене икĕ хĕр парнеленĕ вĕсем. Хĕрĕсенчен пĕри, Людмила, аслă пĕлÿллĕ экономист. Вăл РФ Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Комсомольскинчи хушма офисĕнче тăрăшать. Татьяна та, аппăшĕ пекех, алла экономист дипломне илнĕ, «Россельхозбанк» АУО филиалĕн районти хушма офисĕнче ĕçлет. Тоня аппа икĕ мăнукпа савăнать.
Эпĕ унран «Мĕнре-ши сирĕн пурнăç илемĕ?» тесе ыйтсан, Антонина Егоровна пăртак шутланă хыççăн çакăн пек хуравларĕ: «Пĕрремĕшĕ вăл, паллах, юнашар юратнă та хаклă ачасем пурри. Иккĕмĕшĕ — хăв кăмăллакан ĕç, вăл çынна хавхалантарать. Паянхи кун та ачасем хампа пĕрле пурăнаççĕ. Манăн вĕсене лайăххине япăххинчен уйăрма вĕрентес килет. Пирĕн, аслисен, хамăрăн тĕслĕх кăтартмалла. Урăхла каласан, усаллине, киревсĕррине сивлесе çамрăк ăрăва ырри енне туртăнма хăнăхтармалла. Çакă вара вăл — пурнăç тĕллевĕ».
Источник: "Каçал Ен"