24 июля 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕпе тивĕçтерме Михаил Васильевич Игнатьевăн кандидатурине сĕннĕ.
Чăваш Ен Президенчĕн полномочийĕн черетлĕ тапхăрĕ кăçалхи çурла уйăхĕнче вĕçленнĕ май республикăна 16 çул ертсе пынă Николай Васильевич Федоров ку должноçран хăйĕн ирĕкĕпе каяссине пĕлтернĕ тата хăйĕн кандидатурине тепĕр хут сĕнессине хирĕç пулнă хыççăн утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» (Единая Россия) парти РФ Президентне Дмитрий Анатольевич Медведева Чăваш Республикин ертÿçине суйлама виçĕ кандидат – ЧР премьер министрĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Михаил Васильевич Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Нина Владимировна Суслонова, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппарачĕн Чăваш Республикинчи федераци тĕп инспекторĕ Руслан Кронидович Тихонов — сĕннĕччĕ.
Источник: "Каçал Ен"