24 июля 2010 г.
Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче иртнĕ республикăри фермерсен семинарĕнче кăçалхи шăрăх çинчен калаçу нумай пулчĕ. Пурте хăйсем çур акинче акнă-лартнă уй-хир культурисем кирлĕ пек çитĕнейменни пирки пăшăрханаççĕ. Кĕтнĕ тухăç пулманни вĕсене аванах хуçса хăварма пултарать. Ака-суха ирттерме, элита сортлă вăрлăх туянма, им-çам илме вĕсем чылай укçа-тенкĕ тăккаланă. Çĕнĕ техника кредитпа илни, ĕçлекенсене тÿлени тата ытти тăкаксем те фермер хуçалăхĕсене малалла аталанма чылай чăрмав кÿреççĕ.
Семинар канашлăва хутшăнакансене Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Минзекрем Равилович хирсем тăрăх илсе çÿрерĕ. Ку е вăл уйра мĕнле агротехника ĕçĕсем тунипе, хăш техникăпа акни-лартнипе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ уй-хир культурисемпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăх тесех калама пулать. Çулсеренех унта тухăçлă тыр-пул, çĕр улми туса илеççĕ. Кăçал вара агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă пулин те, ытти çĕрти пекех кăтартусем савăнтармаççĕ. Çапах та М.Минатуллин каланă, кăтартса çÿренĕ май акара мĕнле сеялкăсемпе тата ытти техникăпа ĕçлени те хăйне май витĕм кÿрет. «Вăрлăхлăх эпир Хусанти наукăпа тĕпчев институтĕнче хатĕрленĕ çĕнĕ сортсене илме тăрăшатпăр. Вĕсен авторĕсемпе те тачă çыхăну пур. Ку малашне те татăлмĕ тесе шутлатăп»,— терĕ М.Минатуллин. Ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ пулин те, 2010 çулхи шăрăх çанталăкăн витĕмĕ пысăк. Пăхатăн та, уй-хир культурисем япăхрах çитĕннĕ. Пучахсем тулайман. Çĕр улми те çитĕнеймен. Республикăри фермерсен ассоциацийĕн председателĕ И.М.Чемеров кăсăкланса «невский» сортлă пĕр çĕр улмин авăрне кăларса пăхрĕ. Чăх çăмарти пысăкăш та çитĕнеймен. Пăрçа пеккисем йышлă. Кунта специалистсен айăпĕ çук. Агротехника ĕçĕсене пур енĕпе те пурнăçланă. Сăлтавĕ мĕнре; Кун пирки фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем чылай калаçрĕç. Пурте тенĕ пекех пĕр шухăш патне пырса тухрĕç: нÿрĕк çителĕксĕр.
М.Минатуллин ÿсен-тăран отраслĕпе çеç çырлахса ларасшăн мар. Выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерессипе те ĕçлесшĕн. «Малтан «Комсомольски» совхоз пулнă тĕлте — пирĕн база. Кунта чылай улшăну турăмăр. Малашне те тĕллевсем пысăк-ха. Акă строительство материалĕсем упраннă склада реконструкци турăмăр. Унта мăйракаллă шултра выльăх усрасшăн. Ĕнесен шутне май килнĕ таран ÿстересшĕн. Лашасем пирки те манса каймастпăр»,— пĕлтерет Минзекрем Равилович. Калаçмалăх, хăйсен опычĕпе паллаштармалăх пурах ĕнтĕ.
Семинар канашлăва хутшăнакансем унти машинăпа техника паркĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхе курса тĕлĕнчĕç. Тракторсем те, автомашинăсем те, кăкарса ĕçлемелли техника та хĕллехи вăхăтра гаражсенче е витнĕ хуралтăсенче пулни те, вырăсла каласан, хăшĕ-пĕрисемшĕн сенсаци пулчех.
Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ хăйне евĕр культурăсемпе те ĕçлет. Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче е фермер хуçалăхĕсенче хура тул акса çитĕнтерекенсем пур-и? Тепĕр тĕлĕнтермĕш: 8 гектар çине çарăк тата йÿç кăшман акса хунă. Анчах та хальлĕхе пахча çимĕç вырăнне маларах çум курăк шăтса тухнă. Çапах та çитес кунсенче нÿрĕк пуласса шанаççĕ районтан килнĕ фермерсем.
Анчах гидрометцентр хавхаланмалли хыпарсемех каламасть-ха. Семинар канашлу ĕçне РФ Перекет банкĕн, Раççей ял хуçалăх банкĕн, «Агролизинг» акционерсен обществин тата ытти организацисен представителĕсем хутшăнчĕç. Фермерсен чылай ыйтăвне хурав пачĕç. Калаçмалли, сÿтсе явмалли нумай пулчĕ. Семинар канашлу ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. 800 ытла гектарпа усă куракан Минатуллинăн фермер хуçалăхĕпе туллин паллашрĕç, унта ĕçлекенсен опычĕ пысăк пулнине палăртрĕç.
Источник: "Каçал Ен"