АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçне кăмăллать

21 июля 2010 г.

Пурнăç хăй таппипе малалла шăвать. Ача çуралать е çын вилет, çĕн çемье чăмăртанать е саланать — уйрăм çыншăн нимех те мар пек. Анчах та халăхпа ĕçлекен çынсемшĕн çак пулăмсем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах — сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсемшĕн.

Манăн сăмах паян Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнчи çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакан Инна Алексеевна Тимофеева çинчен пырĕ. Инна Шамбулина (хĕр чухнехи хушамачĕ çавăн пек) Хырай Ĕнелĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме каять. Çамрăк специалиста чун туртăмĕ тăван енне илсе килет. Кунта вăл фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хума тытăнать. Пултаруллă та тарават çамрăк хĕр пур çĕре те ĕлкĕрет, ваттипе — ватă пек, çамрăксемпе хăйне май, ачасемпе — ачалла.

Кĕçех ялти пултаруллă каччăпа Александр Павлович Тимофеевпа çемье çавăраççĕ. Халĕ вĕсен 2 ача çитĕнет: Денис 2-мĕш класс пĕтернĕ, Олег часах 3 тултарать.

Инна Алексеевнăна ялта пурте хисеплеççĕ. Уйрăмах ватăсем кăмăллă унпа. «Врач пекех пирĕн Инна,— теççĕ вĕсем,—алли-ури питĕ ачаш, чĕлхи çепĕç, пĕрре чĕнсенех пырать. Эмелĕпе çеç мар, сăмахĕпе те сыватать, канаш парать».

Шкулта та час-часах пулать медсестра, кунта вăл ачасемпе тĕрлĕ темăпа калаçусем ирттерет, ачасен пĕлĕвĕпе кăсăкланать.

«13 çул хушшинче çывăрманни те чылай пулчĕ ĕнтĕ, çапах эпĕ хам суйласа илнĕ ĕçпе кăмăллă. Малашне те çынсене ырă тăвасчĕ»,— тет ялти çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакан шур халатлă пирĕшти.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика