21 июля 2010 г.
Иртнĕ кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем çур çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Унта район прокурорĕ В.А.Гришин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Б.М.Каринкин, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав пайĕн начальникĕ В.Д.Мокеев та пулчĕç.
Чи малтанах пухăннисен умĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин доклад туса пачĕ, çур çулти ĕçсене тишкерчĕ.
Кăçал январь — июнь уйăхĕсенче профилактикăлла мероприятисене кирлĕ пек ирттерсе, районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем пысăк утăмсем тунă. Йĕрке хуралçисем тимлĕ ĕçлени вара районта тăнăç та лăпкă пурнăç тытса пыма пулăшать. Иртнĕ çул 6 уйăхра 110 преступление шута илнĕ пулсан, кăçал вара çак тапхăрта 100 преступлени регистрациленĕ. Çапла вара саккуна пăснисен шучĕ чакнă. Вĕсенчен 93,2 процентне уçса панă (пĕлтĕр ку кăтарту 89,1 процентпа танлашнă).
Пайăррăн илсен, уйрăмах йывăр преступленисем январь — июнь уйăхĕсенче пулман. Йывăррисене — 23, вăтам шайра йывăррисене — 22, пысăках мар 55 преступление шута илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан йывăр преступленисен шучĕ чакнă.
2009 çулта çынна вĕлерессипе хăратнă 6 факта учета илнĕ, кăçал январь — июнь уйăхĕсенче — 5. Пакунлă çынсем кăçал район территорийĕнче çынна йывăр суранлатни — 1 (пĕлтĕр — 3), çынна асаплантарни (истязание) — 2 (пĕлтĕр — 1), çын пурлăхне çаратни — 17 (пĕлтĕр — 24) тĕслĕх тупса палăртнă. Сăмах май каласан, çуртсене е хваттерсене кĕрсе пурлăха вăрланă 3 преступление те уçса панă. Кунта, паллах, уголовлă шырав ушкăн ĕçченĕсен тÿпи пысăк.
Саккуна пăсса автотранспорт хатĕрне туртса илесси, ют çын хуçалăхне вут чĕртсе çунтарни пĕлтĕрхипе пĕр шайрах юлнă.
Шалти ĕçсен пайĕн начальникне юлашки çулсенче хăш-пĕр граждансем сăмакун сутассине сарса пыни те хытă пăшăрхантарать. Июль — декабрь уйăхĕсенче ку çивĕч ыйтупа тата та хытăрах ĕçлеме палăртрĕç йĕрке хуралçисем. Пĕрремĕш çур çулта сăмакун сутнă 4 тĕслĕх тупса палăртнă, айăплă çынсене административлă явап тыттарнă.
«Пакунлă çыннăн ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ вăл — халăх шанни, хисеплени. Çавăнпа та кашни сотрудник хăйĕн тивĕçне çÿлти шайра туса пыма тăрăшать»,— терĕ Геннадий Николаевич, преступленисен шутне чакарассишĕн, вĕсене уçса парассишĕн тата та ытларах çине тăрса ĕçлеме палăртса.
Ун хыççăн трибуна умне районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ А.В.Левый, следстви уйрăмĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин, обществăлла хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ С.А.Кокорев, штаб начальникĕ И.В.Козлов, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Н.А.Райков тата ыттисем те тухса калаçрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.
Источник: "Каçал Ен"