21 июля 2010 г.
Çак кунсенче ЧР Президенчĕ Николай Федоров республика министерствисемпе ведомствисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Унта типĕ çанталăкра ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсем пĕтнипе çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса парасси çинчен калаçнă. «Аграри секторĕнче тухса тăнă йывăрлăха чакарма чи малтан пурнăçламалли мерăсен шутĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин çухатусене саплаштармалли мĕн пур варианта, çав шутра çанталăк енĕпе лайăх условисенчи регионсенчен, тĕслĕхрен, Орел облаçĕнчен, пулăшу ыйтассине те халех пăхса тухмалла. Ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене, агропромышленность комплексĕн организацийĕсене хастарлăрах, çивĕчрех пулма, харпăр хăй тĕллĕн шухăшласа ыйтусене татса памалли вырăнлă, юрăхлă çулсем шырас тĕллевпе ĕçлеме хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ»,— палăртнă вăл.
Источник: "Каçал Ен"