АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те маттур, килте те правур

21 июля 2010 г.

Киров поселокĕнче çуралса ÿснĕ В.А.Красновăна районта лайăх пĕлеççĕ. Вăл 1981 çултанпах Комсомольски райпо тытăмĕнче тăрăшать.

Валя мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл тантăшĕсенчен пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе уйрăлса тăнă.

Çамрăк хĕр 1977 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан Ульяновск облаçĕнчи Сурск хулинче училищĕне вĕренме кĕрет, сĕт-çу продукцийĕсене хатĕрлекен аппаратчик специальноçне алла илет. Тăван енне таврăнсан Валя Комсомольски райпо йĕркеленĕ сутуçăсен ултă уйăхлăх курсне пĕтерет. Ун хыççăн «Сельхозтехника» организацийĕн магазинĕнче ĕçлет. Каярахпа райпо тытăмне куçать, халĕ те унта тăрăшать.

Паянхи кун Валентина Алексеевна — «Гастроном» магазинăн заведующийĕ. Ăна коллективра та, тавар туянакансем те хисеплеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ маттур хĕрарăма «Потребкоопераци ветеранĕ» ята парса чысланă. Вăл — пуриншĕн те ырă тĕслĕх.

«Коллектив пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлет. Райпо правленийĕ лартнă ĕç планне яланах тултарма тăрăшатпăр. Суту-илÿре тăрăшакансен тавар туянакансен кăмăлĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшмалла. Ун çинчен пĕр минута та манмалла мар»,— терĕ Валентина Алексеевна, витринăри таварсене тĕрĕслесе.

Киров поселокĕнче те хисепре Красновсен çемйи. Валентина Алексеевнăпа Анатолий Петрович икĕ ача — хĕрпе ывăл — çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Туслă мăшăр хуçалăхра картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать, тĕрлĕрен пахча çимĕç ÿстерет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика