21 июля 2010 г.
Чылай вăхăт шăрăх çунтарнăран тÿпене пăхса çумăр пĕлĕчĕсем килмеççĕ-ши тесе хăçантанпа кĕтетпĕр.
Кун пек çанталăк хыççăн çил-тăвăл пуласси çинчен маларах та калаçатчĕç-ха. Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче, вырсарни кун, кăнтăрла иртсен Асанкасси ялĕнчи Совет (Текешкас) урамĕнче пурăнакансемшĕн самантлăха тĕнче пĕтсе килнĕн туйăнчĕ. Айăн-çийĕн тустарса, çил лупас тăррисене, пÿрт çи виттисене илсе пăрахрĕ, йывăçсене тĕпрен кăкларĕ. Питĕ кĕске самантра пулса иртрĕ ку. Çумăрĕ çуни пулмарĕ, анчах аванах сăтăр туса хăварчĕ. Халĕ инкек тÿснисем аркатнă-çĕмĕрнĕ хуралтăсене юсаççĕ. Çурт-йĕре страховани тунисем кирлĕ хутсемпе çÿреççĕ. Çут çанталăкăн вăйне хирĕç тăраймăн çав.
Источник: "Каçал Ен"